Си́риус (лат. Sirius), çаплах Пысăк Йытăри α (лат. α Canis Majoris) — çĕрлехи тӳпери чи ялтăр çăлтăр. Çутатулăхĕпе Хĕвелтен 25 хут вăйлăрах пулин те, Сириус çăлтăрсен тĕнчинче чи ялтăрри мар — унăн курăмлă шевли пире çывăххипе хăватлă пулать. Сириуса Çĕрĕн кирек епле регионĕнчен, çурçĕрти облаçсемсĕр пуçне, сăнама пулать. Сириус Хĕвел системинчен 8,6 çутă çулталăкĕ хушăра вырнаçнă, вăл пире çывăх çăлтăрсенчен пĕри пулать. Вăл тĕп умлăхыçлăхĕн А1 спектр класĕллĕ çăлтăрĕ шутланать.

Сириус

1844 çулта Фридрих Бессель Сириус йĕкĕр çăлтăр пулĕ тесе шутланă. 1862 çулта Альван Кларк компаньон-çăлтăра асăрханă, ăна Сириус B (кунта B латин саспалли ят панă. Курăнакан çăлтăра хăш чухне Сириус A теççĕ. Икĕ çăлтăрăн 20 а. в. тăршшинче пĕрлехи массăсен центрĕ, çаврăну тапхăрĕ 50 çулталăк патнелле. 1915 çулта Маунт-Вильсон обсерваторинчи астрономсем Сириус B шурă карлик (ку асăрханă пĕрремĕш шурă карлик шутланать) пулнине кăтартнă. Çакăнтан, В Сириус ĕлек А Сириусран çав тери пысăкрах пулнă темелле, çавăнпа эволюци процесĕнче тĕп умлăхыçлăхран тухса ӳкнĕ.

Сириус системин çул ӳсĕмĕ, халĕ тĕпченипе, 230 млн çула майлă (хаклавсен вариацийĕ: 200 - 300 млн. çул). Чи малтанах Сириус системи икĕ шурă-кăвак В спектр класĕнчи çăлтăртан тытăнса тăнă: пĕр компоненчĕн (В Сириус) масси 5 Хĕвел массипе тан, иккĕмĕшĕн (А Сириус) масси — 2 Хĕвео масси. Кайран, 120 млн. çул маларах ĕнтĕ, пысăкрах В Сириус çунса пĕтнĕ те хĕрлĕ гиганта куçнă, тепĕртакран тулаш çийне пăрахнă та хальхи шурă карлик пулса тăнă[1]. В Сириус масси 1,02 Хĕвел массипе танлашать, вăл ткпса палăртнă чи йывăр шурă карликсенчен (çакăн пек шурă карликсен масси 0,5–0,6 M☉) пĕри пулать.

Истори

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Аванта не указан текст

Каçăсем

тӳрлет