Çăлтăр

Çăлтăр — тӳпери ĕскер, хăйĕнчен тухакан çутăпа çутатаканскер. Ытти ĕскерсенчен килсе хăйĕн çинчен сулăннă çутăпа йăлтăртатакан тÿпери ĕскерсене çăлтăр темеççĕ.
Чи сывăх çăлтăр — Хĕвел. Ытти çăлтăрсем те çавнашкал объектсемех, анчах та, Çĕртен аякра пулнипе, каçхи тӳпере çутă пăнчă пек çеç курăнаççĕ. Кăнтăрла вара çăлтăрсен çутине Хĕвел ялкăшăвĕ хупласа хурать.
ПалăрăмлăхсемПравить
ИнçĕшПравить
Çывăх çăлтăрсем патне çитмелли хушăна çулталăкри параллакс меслечĕпе тупаççĕ. Сăмахран, Вега çăлтăр патне çитмелли хушăна Раççей астрономĕ Струве Василий Яковлевич 1837-мĕш çултах тĕплĕн палăртнă[1].
МассаПравить
Иккĕллĕ çăлтăр шутĕнчи çăлтăрăн йывăрăшне тĕп-тĕрĕс виçме пулать. Ăна Кеплерăн виççĕмĕш саккунĕпе шутласа тупаççĕ. Çак тупсăмăн йăнăшлăхĕ — 20% — 60%, чылайрах вăл çăлтăр патне çитмелли хушăна виçес йăнăшлăхĕнчен килет. Пур чухне те çăлтăрсен йывăрăшне тӳрĕ мар кăтартусем урлă (тĕслĕхрен, çăлтăр çуттин хăвачĕ) шутласа кăлараççĕ. [2].
Çăлтăрсен тытăмĕПравить
Çăлтăрсен çуралăвĕ тата аталанăвĕ (эволюцийĕ)Править
Тĕп статья: Çăлтăр аталанăвĕ Çăлтăрăн ĕмĕрĕ сивĕ сайра газ пĕлĕтĕнчен пуçланать, çак пĕлĕт харпăр хăйĕн туртăм вăйĕпе чăмăртанма тытăнать. Чăмăртаннă чухнехи гравитаци хăвачĕ ăшша каять, газовой глобулы температури ӳссе пырать. Тĕшĕри температура темиçе миллион Кельвина çитсен термотĕшĕллĕ хутшăнусем тапранаççĕ те пăчăртану чарăнать. Çак тапхăр çăлтăр кун-çулĕн вăрăм пайĕ пулать, ун чух, вăл тĕшĕре çунăк янтăхĕ пĕтичченех, Герцшпрунг — Рассел диаграммин тĕп умлă-хыçлăхĕнче курăнать. Çăлтăр варринче пур водород гелие куçса вĕçленсен, гелий тĕшшин хĕрринче малалла тăсăлать.
Çак вăхăтсенче çăлтăр ăшчикĕ самаях улшăнать. Унăн çутăлăхĕ ӳсет, çӳлти сийĕсем сарăлса пыраççĕ, çийĕнчи температури ӳкет — çăлтăр хĕрлĕ гигант шайне куçать. Изотермиллĕ гелий тĕшшин йывăрăшĕ пысăкланса кайсан, вăл хăйĕн пусăмне чăтаймасăр пăчăртанма тытăнать; çак ĕçре çӳле хăпарса каякан температура термотĕшĕллĕ гелий йывăрăшлă элементсене куçаççĕ.
Çăлтăрсен классификацийĕПравить
Çăлтăрсене çутăлăхĕпе, йывăрăшĕпе, çийĕнчи температурипе, хими шучĕсемпе, спектăрăн (Спектăр класĕ) уйрăмлăхĕпе тата темиçеллĕхĕпе палăртаççĕ.
Темиçеллĕ çăлтăрсемПравить
Çăлтăр ушкăнĕсем пĕрреллĕ тата темиçеллĕ : иккĕллĕ, виççеллĕ тата нумайлă пулаççĕ. Пĕр ушкăна вунă çăлтăр ытла кĕрет пулсан, ăна çăлтăр капламĕ теççĕ.
Иккĕллĕ (темиçеллĕ) çăлтăрсем космослăхра питĕ чылай. Хăш шутсемпе галактикăри 70% çăлтăр темиçеллĕ [3]. Çĕр çумĕнчи 32 çалтăртан 12-шĕ темиçеллĕ, çав шутра 10 иккĕллĕ тата чи йăлкăр курăнакан çăлтăр — Сириус. Хĕвел системинчен 20 парсек хушăра 3000 çăлтăр, вĕсенчен çуррине яхăн – пур тĕсĕллĕ иккĕллĕ çăлтăрсем[4].
Çăтакан шăтăксемПравить
Пĕччен çăлтăрăн аталанăвĕ (эволюцийĕ)Править
пĕчĕк йывăрăшсем 0.08Msun<M*<0.5Msun |
вăтам йывăрăшсем |
йывăр çăлтăрсем |
||
0.5Msun<M*<3Msun | 3Msun<M*<8Msun | 8Msun<M*<10Msun | M*>10Msun | |
тĕшшинче водород çунни |
||||
шурă гели карликĕсем | пĕтмен He тĕшши |
пĕтмен He тĕшши |
||
гели хыпса кайни | ||||
гели тĕшĕре тăнăç çунни |
||||
CO шурă карлик |
пĕтнĕ CO тĕшĕ | пĕтмен CO тĕшĕ | ||
углеродлă дет. |
углерод тĕшĕре çунни. CO —> Fe | |||
углерод тĕшĕре çунни. C -> O, Ne, Si, Fe, Ni.. |
||||
O,Ne,Mg…шурă карлик е нейтронлă çăлтăр |
çăтакан шăтăк |
Пĕччен çăлтăрсен эволюцийĕн йĕрки. В. А. Батуринпа И. В. Мироновăн тăрăх
Çăлтăрсен палăртăвĕсемПравить
Пирĕн Галактикăра 100 млрд. ытла çăлтăр. Мăн телескопсемпе çапса илнĕ тӳпе сăнӳкерчĕкĕсенче çав тери нумай çăлтăр курăнать, вĕсене пурне те ят пани те усăсăр. Галактикăри 0,01 % яхăн çăлтăра каталога çырнă. Çапла, пысăк телескопа курăнакан нумай çăлтăра шутласа палăртман, шута кĕртмен.
Чи паллă çăлтăрсемПравить
№ | палартăвĕ | ячĕ | çăлтăр капламĕ | курăмлă çăлтăр калăпăшĕ | Çĕр çинчен çăлтăр çине (çут çул) | Çырса кăтартни |
1 | α Центавра | Проксима Центавра | Центавр | +11,09 | 4,225 | Хĕвел çывăх çăлтăр |
2 | α Большого Пса | Сириус | Большой Пёс | -1,43 | 8,58 | Çĕр çинчен сăнамалли чи йăлтăркка çăлтăр |
3 | α Малой Медведицы | Поляр çăлтăрĕ | Малая Медведица | +1,97 | 431,4 | Паллă навигаци çалтăрĕ, çурçĕр тĕлне кăтартать |
4 | Килĕн η | — | Киль | +6,21 | 7000–8000 | Гипергигант. Чи пысăк та чи йăлтăркка çăлтăрсенчен пĕри, Хĕвелтен 5 млн хут çутăрах. |
5 | α Скорпионăн | Антарес | Скорпион | +1,06 | 604 | Çĕре чи çывăх çăлтăрсенчен чи пысăкки те чи йăлтăркки. Мăн телескоп витĕр пăнчă пек мар, диск евĕр курăнать[5] |
6 | HIP 87937 | Барнард çăлтăрĕ | Змееносец | +9,53 | 5,963 | Чи пысăк харпăр куçăм хăвăртлăхлĕ çăлтăр |
7 | PSR B1919+21 (акăлч.) | — | Лисичка | ? | 2283,12 | Пĕрремĕш уçнă пульсарсем (1967 çул) |