Галактика
Галактика (ав.гр. Γαλαξίας — Хуркайăк çулĕ) — гравитаци хăвачĕпе çыхăннă çăлтăрсенчен, çăлтăрсем хушшинчи газсенчен, çăлтăрсем хушшинчи тусантан тата тĕттĕм материнчен тăракан система. Галактикăри пĕтĕм объектсем галактикăн масса варри тавра çаврăнаççĕ. Галактикăсем - питĕ аякри объектсем. Вĕсем патне çитес хутлăха: çывăхисене мегапарсексемпе, аякрисем таран хĕрлĕ куçăмпа (z) виçме палăртнă. Питĕ аякра пулнăпа хĕçпăшаланман куçпа виçĕ галактикăна курма пулать: Андромеда тĕтрелĕхне, Пысăк тата пĕчĕк Магеллан пĕлĕчĕсене. Галактикăсенчи уйрăм çăлтăрсене XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕчен курма пулман. 1990-мĕш çулсем пуçламăшне çăлтăрсем уйăрма пултарнă 30 галактикăран нумайрах пĕлмен. Хаббл телескопне космоса ярсан тата çĕр çинчи 10-метăрлă телескопсене ĕçлетерме тытăнсан çăлтăрсем уйăрма пултарнă галактикăсен шучĕ питĕ нумайланнă. Галактикăсем тĕрлĕ формăллă пулаççĕ: сфера евĕрлисем, диск евĕрлисем, спираллă галактикăсем, карлик тата тĕрĕс мар галактикăсем. Масси 107 пуçласа 1012 Хĕвел масси таран. Пирĕн Хуркайăк çулĕ галактикăн масси 3·1012 Хĕвел массипе тан. Галактика диаметăрĕ 5-рен 50 килопарсек таран[1]. Пирĕн галактикăн диаметрĕ 100 000 çутă çулĕ яхăн. Шутлайман проблемăсен пĕри - хăйне гравитаци хутшăнăвĕсенче кăна ткăтартакан тĕттĕм матери. Вăл галактикăн массин 90 % таран пулма пултарать, пулмасса пултарать, карлик галактикăри пек [2]. Уçлăхра галактикăсем тан мар саланнă: пĕр пайĕнче юнашар галактикăсен ушкăннĕ курма пулать, тепринче пĕр пĕчĕк галактикă та курăнмасть (войд тесе палăртаççĕ). Сăнакан уçлăхри галактикăсен шучĕ паллă мар, çапах 1011 патнелле пулмалла [3].
Сăнавсем
тӳрлетГалактикăсен чи пĕлтерĕшле характеристикисем[1] (экстремальные значения опущены):
Параметр | Виçекен меслет | Пĕлтерĕшсен интервалĕ | Пирĕн галактикăн çывăхлатнă пĕлтерĕшĕ |
---|---|---|---|
Диаметр D25 | Фотометри | 5—50 кпк | 30 кпк |
Дискăн радиус шкали R0 | Фотометрия | 1—7 кпк | 3 кпк |
Çăлтăр дискĕн хулăнăшĕ | Аякран курăнкан дисксен Фотометрийĕ | 0,3—1 кпк | 0,7 кпк |
Çутăлăх | Фотометри | 107—1011 Lʘ | 5·1010 Lʘ |
Масса М25 D25 ăшĕнче | Доплер эффекчĕпе çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни | 107—1012 Mʘ | 2·1011 Mʘ |
газ массин тӳпи Mgas/M25 D25 ăшĕнче | нейтраллă тата молекулăри водород йĕрĕсен çутлăхне виçни | 0,1—30 % | 2 % |
Галактикăн тулаш пайĕсен çавраннин хăвăртлăхĕ V | Доплер эффекчĕпе çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни | 50—300 км/с | 220 км/с (Хĕвелпе юнашар) |
Галактикăн тулаш пайĕсен çавраннин тапхăрĕ | Доплер эффекчĕпе çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни | 108—109 çул | 2·108 (Хĕвелпе юнашар) |
Варринчи хура шăтăкăн масси | Доплер эффекчĕпе тĕшĕпе юнашар çăлтăрсен е/тата газсен хăвăртлăхне виçни. | 3·105—3·109 Mʘ | 4·106 Mʘ |
Галактикăсен тĕп сăнакан пайĕсем
тӳрлетГалактикăсен тĕп сăнакан пайĕсем[4]:
- Тĕрлĕ массăллă тата йывăрăш çăлтăрсем.
- Пĕр вырăнарах пуçтарăннă эволюци пĕтне çăлтăрсен юлашкисем.
- Сивĕ газлă-тусанлă хутлăх.
- Сапаланнă 105—106 К температурăллă вĕри газ.
Йĕкĕр çăлтăрсем кӳршĕ галактикăсенче сăнанмаççĕ, анчах Хĕвелпе юнашар хутлăха пăхсан вĕсем нумай пулмалла. Газлă-тусанлă хутлăх тата çăлтăрсем атомсенчен тăраççĕ, вĕсене барион материйĕ теççĕ. Барион мар материн шутне тĕтĕм материпе хура шăтăкăн масси кĕрет [4].
Галактика спектрĕ
тӳрлетГалактика спектрĕ пĕтĕм объектсен çуттинчен пухăнать. Вăтам галактикăн спектăрĕнче икĕ максимум. Шевлесен тĕп çăлкуçĕ- çăлтăрсен çутти, вĕсен нумайрах хăвачĕ çын куракан диапазона лекет (1-мĕш максимум). Галактивăсенче нумайрах чухне тусан нумай. Вăл курăнакан çутта çăтса инфрахĕрлĕдиапазонта çутать (2-мĕш максимум). Курăнакан диапазонти çутлăха 1-па танлаштарсан, çăлкуçсемпе тата çутатас меслетсемпе хушшинче çакăн пек пăхăну пулать [5]:
Диапазон | Çутлăхăн тӳпи | Никĕслĕ çутă çăлкуçĕсем |
---|---|---|
Гамма | <10−4 | Хăшпĕр галактикăсен хастар тĕшĕсем; пĕчченшер кĕске ялкăшакан çăлкуçсем) |
Рентген | 10−3—10−4 | Тăвăр йĕкĕр системăсен аккреци дискĕсем тесных двойных систем; вĕри газ; хастар тĕшсем |
Оптика | 1 | Тĕрлĕ температурăллă çăлтăрсем; çăлтăр çумĕнчи тусан дискĕсем - çывăх ИХ шевлесем; газ |
Аякрий ИХ | 0,5—2 | Çăлтăрсем çутнипе ăшăннă çăлтăр хушшинчи тусан; хăшпĕр галактикăсенче хастар тĕшсемпе тусан. |
Радио | 10−2—10−4 | Синхротрон шевлисем; ăшă шевлисем], эмиссие йĕрĕсем H I |
-
E0: M89
-
E1: M105
-
E2: M60
-
E3: M86
-
E4: M49
-
E6: M110
-
S0: NGC 1316
-
Sa: NGC 92
-
Sc: M51
-
Sd: NGC 7793
-
Irr:NGC 1427
-
NGC 4650A — полярлă кăшăллă галактика
Çапăнни
тӳрлетГалактикăсем хушшинчи хутлăх вĕсен диаметĕрĕсенчен 10 хутран пĕчĕкрех пулсан вĕсен пĕр-пĕрин çумне туртăнма тытăнаççĕ.[6]. Уçлăхра галактикăсем çапăнни час-часах пулать. 21 902 галактикăна тĕпченĕ хыççăн (сообщение начала 2009 года[7]) авалрах вĕсем пурте ытти галактикăсемпе тĕл пулни палăрнă. 2 миллиард çул каярах Хуркайăк çулĕ тепĕр галактикăпа çапăннине çирĕплетнĕ[8].
Хуркайăк çулĕ
тӳрлетХĕвелпе Хĕвел системи çутă çăтакан тусанлă галактика дискĕнче вырнаçнă Галактикăра 3·1011 çăлтăра яхăн[10], пĕтĕмĕшле масси 3·1012 Хĕвел масси патнелле.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 А. В. Засов, К. А. Постнов. Общая астрофизика. — Век 2. — ISBN 5-85099-169-7
- ^ Рождение карлика: Галактика без темноты. Popmech.ru (2009-03-11). Тĕрĕсленĕ 26 Утӑ уйӑхӗн 2009.
- ^ Mackie, Glen. To see the Universe in a Grain of Taranaki Sand. Swinburne University (2002-02-01). Тĕрĕсленĕ 20 Раштав уйӑхӗн 2006.
- ^ 1 тата 2 А. В. Засов, К. А. Постнов. Общая астрофизика. — Век 2. — ISBN 5-85099-169-7
- ^ А. В. Засов, К. А. Постнов. Общая астрофизика. — Век 2. — ISBN 5-85099-169-7
- ^ Mihos, Chris. Interactions and Mergers of Cluster Galaxies (05-2003).
- ^ В прошлом почти все галактики сталкивались с соседями. Lenta.ru (2009-01-05). Тĕрĕсленĕ 26 Утӑ уйӑхӗн 2009.
- ^ Астрономы столкнули Млечный Путь с другой галактикой. Lenta.ru (2009-02-23). Тĕрĕсленĕ 26 Утӑ уйӑхӗн 2009.
- ^ Thanu Padmanabhan After the first three minutes: the story of our universe. — Cambridge University Press. — P. 87. — 215 p. — ISBN 0-521-62039-2
- ^ Frommert, H.; Kronberg, C. The Milky Way Galaxy. SEDS (August 25, 2005). Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2007.
Вуламалли
тӳрлет- А. В. Засов, К. А. Постнов. Общая астрофизика. — Век 2. — ISBN 5-85099-169-7
- Ю. Н. Ефремов. Постоянная Хаббла.
- James Binney. Galactic Astronomy. — Princeton University Press.
- Terence Dickinson. The Universe and Beyond. — Firefly Books Ltd..
Каçăсем
тӳрлет- Galaxies (акăлч.). SEDS.
- Галактика. Физическая энциклопедия.
- Наша Галактика — звёздный дом, в котором мы живём. Астрогалактика.
- Галактика. Астронет.