Серб Википедийĕ

2003

Серб Википедийĕ
URL: sr.wikipedia.org
Коммерци: Çук
Сайт тĕсĕ: Эреш энциклопедийĕ
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе(сем): Серб чĕлхи
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Ĕçе пуçланă: 2003 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕ
Хальхи статус: Ӗçлет, аталанса пырать
Логотип Викисклада Серб Википедийĕ Викиампарта

Се́рб Википе́дийĕ (серб Српска Википедиjа/Srpska Vikipedija) — Википедин серб чĕлхилле уйрăмĕ. 2003 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнче уçăлнă.

Серб Википедине Серб-Хорват Википединчен уйăрмалла, вăл унăн тураче шутланать.

2009 çулхи чӳк, 20 100 000 статья пулнă[1], кăнтăр славян чĕлхисен уйрăмĕсен чи пысăкки.

Уйрăмлăхĕсем тӳрлет

Серб Википединче текста урăхлатас система пур, ун пекки (Фонд Викимедиа проекчĕсем хушшинче) китай википединче кăна. Кирек епле статьяна тĕрлĕ вариантпа — кириллицăпа тата латиницăпа пăхма пулать, çакăн пекех икĕ çырупа Сербире тата Черногорире усă кураççĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

 
Web Fest 2009 парне Сербири чи паха вĕрентӳ сайчĕ категорире

2003 çулхи нарăç, 16, хорват тата босни уйрăмĕсемпе пĕрлех, никĕсленĕ. Пуç питне акăлчанран сербла 2003 çулхи акан 22-мĕшĕнче куçарнă.

Çав çулăн авăн уйăхĕнчех Никола Смоленский тĕп статьясене хайлать, юпа уйăхĕнче Svet kompjutera журнал Википеди пирки унăн статьине пичетлет[2]. Çакăн хыççăн çĕнĕ хутшăнакансем килеççĕ. Кĕçех Серб уйрăмĕ серб-хорват уйрăмĕнчен иртсе каять.

2007 çулхи çурла, 23 Серб Википедийĕ 50 пин статья чиккинчен каçать. 2005 çулхи нарăс, 15 пуçласа эрнере пĕрре Белградра Серб Википедине хутшăнакансен тĕлпулăвĕсем иртеççĕ.

Статистика тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Серб Википеди пирки пичетленисем