Сапфир
Сапфи́р (ав.гр. σάπφειρος (sappheiros) — синкер чул, ивр. ספּיר (sapir) е перс чĕлхинчи çав ятлăскĕрех) — тĕрлĕ тĕслĕ хаклă чул, корундăн пĕр тĕслĕхĕ[1]. Минералогире сапфирсем тесе синкер сăрлă корундсене çеç палăртнă, ювелир промăçлăхĕнче — кирек еплĕ сăрлă, сирень-хĕрлисĕр (çавăн пек чулсене рубинсем теççĕ). Сапфирăн синкер сăрне титанпа (Ti) тимĕр (Fe) хутăшĕсем параççĕ. Ĕлĕк Раççейре сапфира, ытти синкер тĕслĕ хаклă минералсене те, баус тенĕ.
Сапфир | |
---|---|
Якатман сапфир | |
Формула | Al2O3 |
Хутăш | Fe2+, Fe3+, Ti |
Сингони | Тригональлĕ |
Тĕс | Синкер тата кăвак тĕслĕреххисем; тĕссĕр, шупка, апельсин, сарăх, симĕс, фиолет, хура |
Йĕр тĕсĕ | Шурă |
Ялтăру | Кантăк |
Янкăрлăх | Янкăр, çурма янкăр |
Хытăлăх | 7,5 — 8 |
Çыпăçтарулăх | Çук |
Катăлни | Неровный до раковистого |
Тачăлăх | 3,95—4,00 г/см³ |
Çутă пăрăнни | 1,766—1,774 |
Чаплă сапфирсем
тӳрлет- Чи пысăк сапфир (йывăрăшĕ 1404,49 карат),[2] унăн ячĕ - «Адам çăлтăрĕ», ăна Шри-Ланкара 2015 çулта çурла уйăхĕнче тупнă.[3]
- Квинсленд хура çăлтăрĕ (733 карат)
- Ĕнчĕ çăлтăрĕ (563 карат)
- Сапфир Логан (423 карат)
- Ази çăлтăрĕ (330 карат)
- Сăваплă Эдуард сапфирĕ (167 карат)
- Располи (135 карат)
- Стюартсен сапфирĕ (104 карат)
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ [А. С. Марфунин, Сапфир, БСЭ]
- ^ На Шри-Ланке добыт крупнейший в мире сапфир весом в 1404,49 карата
- ^ Самый крупный сапфир за $175 млн добыли в Шри-Ланке
Литература
тӳрлет- Андерсон Б. Определение драгоценных камней — М.: Мир, 1983
- Киевленко Е. Я., Сенкевич Н. Н., Гаврилов А. П. Геология месторождений драгоценных камней — М.: Недра, 1974.
- Пыляев М. И. Драгоценные камни — М.: Стрелец, 1990.
- Рид П. Геммология — М.: Мир, 2003.
- Ферсман А. Рассказы о самоцветах — М.: Наука, 1974.
- Рубин и сапфир. М.: Наука, 1974.