Салампи (роман)
"Салампи" — Александр Артемьев (1924-1998) çырнă чăвашла лирикăлла роман. 1969-мĕш çулхи кăларăмра ăнлантарнинче "Çĕнĕ çынсем" трилогин пĕр кĕнеки тесе палăртнă[1]. Трилогин ытти кĕнекисем кун çути курни-курманни паллă мар.
Салампи | |
Жанр: | роман |
---|---|
Автор: | Александр Артемьев |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | <1956> |
Пичетленĕ: | 1956 |
Уйрăм кăларăм: | 1966, 1969, 1983, 2012 |
Куçару: | Ытти чĕлхесене куçарни-куçарманни паллă мар |
Хайлав çуралса кун çути курни
тӳрлетАслă Атилĕх вăрçи хыççăн çуралнă роман.
Ят çăлкуçĕсем
тӳрлетСалампи — хĕрарăм ячĕ. Кун пек ята суйласа илесси Петĕр Хусанкай сăвăçпа туслă пулни витĕм кÿме пултарнă, мĕншĕн тесен лешĕн чăнах та çав ятлă хĕр (Саламби Петровна) пур.
Тепĕр енчен, хранццус çыравçин Гюстав Флоберăн (1821-1880) «Саламбо» (Salammbô) ятлă историлле роман пур[2]. Унта та "Саламбо" тени хĕрарам ятне пĕлтерет. Çак япала та автора витĕм кÿме пултарнă.
Ку тĕлĕшпе Александр Артемьев романĕн текстĕнче, «Кĕрхи шăнасем» сыпăкра, ак çакнашкал каланине тĕл пулма пулать:
— Салампи, — терĕ Вирьялов хĕр ятне çепĕççĕн пĕлтерсе. — Акрамова.
— М-да, — терĕ «профессор», сăмсана нĕрлесе, м-да, интереслĕ ят. Бальзакăн «Саламбо» ятлă роман пурччĕ пулас.
— Флоберăн, — йăпăлтатнă сасăпа пĕлтерчĕ Вирьялов, — Флоберăн...
Повеç е роман?
тӳрлетАвторĕ хăй пурăннă чухне те, халĕ те, апла та, капла та калани-палăртни тĕл пулать.
Тытăм, сюжет тата фабула
тӳрлетРоманăн сюжечĕ кăткăс мар. Унта, тĕрĕссипе, ним тĕлĕнмеллиех те пулса иртмест.
Хаклавсем
тӳрлетГеннадий Айхи "Салампи" роман авторне халалланă сăввинче çапла çырнă:
чĕр пурнăç чĕртнĕ пек эс куртăн
хальхи ачаш нарспилĕхе.[3]
Чыславсем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Год: 1969
- ^ Французская литература / Г. Флобер Саламбо
- ^ Геннадий Айхи. Лирикăллă проза çыравçине
Каçăсем
тӳрлетКу литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |