Саккисем
Са́ксем (лат. sacae) — пирĕн эрăччен I пинçуллăх — п.э. пĕрремĕш ĕмĕрсенчи авалхи çăлкуçсенче асăннă иран чĕлхиллĕ ушкăнĕнчи[1][2][3] юркăн тата çурма юркăн ăру-йăхĕсен пĕрлехи ячĕ.
Кун-çулĕТӳрлет
Дарий I çырни, Бехистун рельефĕ, пирĕн эрăччен VI ĕмĕр.]]
Сăран çинчи [[Ӳкерчĕк:Issyk Golden Cataphract Warrior.jpg|thumb|[[Сак патшин ылтăн хупăллă тумтирĕ]], катафракт стилĕпе хатĕрленĕ[4]]]
Йăли-йĕрки, япалисем скифсен пекрех пулнă. Авалхи перси çырăвĕсенче тата Геродот çырăвĕнче виçĕ ушкăна палартма пулать: хаомаварга-сакасем (Геродот тата аваллăх тапхăрĕнчи çыравçăсен — амюрксем), тиграхаут-сакасем («шĕвĕр вĕçлĕ калпаклисем»), тата парадрай-сакасем («тинĕс (Каспи) леш енчисем»). Юлашкисем вырăнĕнче Хура тинĕс çумĕнчи скифсене шутлама пулать.
Пирĕн эрăччен VI тата V ĕмĕрсен чиккинче сакасен йĕхĕсем Ахеменид йĕхĕнчи Перси патшисен аллине лекнĕ. Сакасен йăхĕсем Перси патшисене куланай тӳленĕ, çар валли арçынсене парса тăнă. Перси çарĕнче сакасем грексемпе перси хушшинчи вăрçăсене хутшăннă. Сăмахран каласан, Марафон патĕнчи çапăçăва та вĕсем хутшăннă пулнă.
Перси империне Александр Македонски çĕнтерсе илнĕ хыççăн сакасен пĕр ушкăнĕ Селевки ăрăвĕн çĕрĕсем çине кĕрсе кайса Пархи патшалăхне йĕркеленĕ çĕрте самай ӳсĕм кӳнĕ.
Тепĕр ушкăнĕ Дрангиана çитсе ăна йышăннă, Сакастан (Иран тата Афганистан шутне кĕрекен Систан тăрăхĕнче вырнаçнă пулнă) патшалăхне туса хунă.
Археологи палăкĕсемТӳрлет
Чи паллă палăксем шутне Тегискен тата Уйгарак вилтăпри вырăнĕсем, Чиликтин Иссык улăп тăприсем.
Евразири сак ячĕсемТӳрлет
- Систан (< Сиджистан < Сакастан) – хальхи Иранăнисториллĕ облаçĕ тата провинцийĕ.
- Шугнан (< Шакнан < Сакнан - «саксен çĕршывĕ») - Таджикистанри, Афганистанри историллĕ облаçĕ тата административлă районĕ.
- Ишкашим (< Шакaшим < Сакaшим - саккисен çĕрĕ) - Таджикистанри, Афганистанри историллĕ облаçĕ тата административлă районĕ.
- Шакашен (саксен облаçĕ) - хальхи Азербайджан çĕрĕнчи Эрменин Утик енĕн историллĕ гавар (район) наханги.
- Шексем - Азербайджан хули.
ВуламаллиТӳрлет
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
- www.cais-soas.com/CAIS/Anthropology/scythian/saka ethnic.htm I. P’iankov. The Ethnic of Sakas (Scythians) // The Circle of Ancient Iranian Studies.
- www.cais-soas.com/CAIS/Religions/iranian/Zarathushtrian/Oric.Basirov/origin of the iranians.htm Oric Basirov. The origin of the pre-Imperial Iranian peoples // The Circle of Ancient Iranian Studies.
КаçăсемТӳрлет
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
- ^ Andrew Dalby, Dictionary of Languages: the definitive reference to more than 400 languages, Columbia University Press, 2004, pg 278
- ^ Sarah Iles Johnston, Religions of the Ancient World: A Guide, Harvard University Press, 2004. pg 197
- ^ Edward A Allworth,Central Asia: A Historical Overview,Duke University Press, 1994. pp 86.
- ^
- К. А. Акишев «Курган Иссык, Искусство саков Казахстана» Москва Искусство 1978
- АКИШЕВ А. К. КОСТЮМ «ЗОЛОТОГО ЧЕЛОВЕКА» И ПРОБЛЕМА КАТАФРАКТАРИЯ
- Акишев К. А., Акишев А. К. Происхождение и семантика иссыкского головного убора. — В кн.: Археологические исследования в Казахстане, Алма-Ата, 1979