Тан-çинчи-Ростов
Тан çинчи Ростов | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Ростов облаçĕ |
Никĕсленĕ: | 1749 |
Хула, çултан: | 1807 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 1 103 700 (2013) |
Хула лаптăкĕ: | 354 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 47°14′ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 39°43′ х.т. д. |
Росто́в-Тан-çинчи́ — Хĕвелтухăç-Европа айлăмĕн кăнтăр-хĕвелтухăçенче, Тан юханшывăн çыранĕсенче, юханшыв Азов тинĕсне юхса кĕриччен 46 çм вырнаçнă раççей хули. Мускавв çитме 1094 çухрăм. Ростов облаçĕн администраци центрĕ шутланать, 2000 çулхи çăвăн 13-мĕшĕнчен Кăнтăр федераци тăрăхĕн администраци центрĕ. 1749 çулта Елисавет Петровна арăм император хутайĕпе никĕсленĕ.
Ростов-Тан-çинчи — Раççейĕн Кăнтăрти «тĕп хула», халăх йышĕ 1,103 млн çын. Хула Раççей кăнтăрĕн кирлĕ транспорт çыххи шутланать, ахальтен мар ăна «Арамаçи Хапхи» тенĕ.
2008 çулхи çу, 5 Раççей Федераци президенчĕн хутайĕпе Ростов-Тан-çинчи хулана Раççей Федерацин чыслă «Вăрçă мухтавĕн хули» ята тивĕçтернĕ.
Хула тытăмлăхĕ
тӳрлетХула сакăр районтан тытăнса тăрать: Ворошилов, Чукун çул, Киров, Ленин, Октябрь, Первомай, Пролетари, Совет районĕсем çине. Хулан тĕп урамĕ — Мăн Сад урамĕ.
Çутĕç
тӳрлетХулара 48 аслă пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕ вырнаçнă. Вĕсем шутне 13 университет, 9 академи кĕрет. Вăтам пĕлӳллĕ професси паракан 34 заведени: 24 колледж, 5 техникум, 5 училище. Пуçламăш пĕлӳллĕ професси паракан заведени пурĕ 40. Вĕсен шутне 24 лицей, 16 професси училищи кĕрет. Пĕтĕмешле вăтам пĕл паракан шкулсен шучĕ 159.
Культура
тӳрлетХулара пурĕ 43 вулавăш ĕçлет. Вĕсенчен пысăккисем:
- Тан патшалăх халăх вулавăшĕ;
- Максим Горький ячĕллĕ тĕп вулавăш;
- В. М. Величкина ячĕллĕ ача-пăча облаç вулавăшĕ;
- Облаçри ятарлă суккăрсен вулавăшĕ;
- Медицина университечĕн ăслăлăх вулавăшĕ;
- Ленин ячĕллĕ хулан тĕп ача-пăча вулавăшĕ
Театрсем
тӳрлетТĕнчепе çыхăну программисем
тӳрлет- Ростов-Тан-çинчи Альянс Франсез (фр. Allians française de Rostov-sur-le-Don)
- Венгри элчелĕхĕн суту-илӳпе экономика миссийĕ
Хула фотографисем
тӳрлет-
Сурб Хач (Таса Хĕрес) эрмен чиркĕвĕ
-
Ростов облаçен администраци çурчĕ
-
Кинотеатр «Ростов»
-
Пушкин урамĕ, ресторан «Собрание»
-
Тан урлă Ворошилов кĕперĕ
-
Ростов-Тан-çинчи центрĕн сăнĕ
-
Çекленекен чукун çулăн каçхи сăнĕ
-
Пукрав скверĕ
-
Октябрь революци ячĕллĕ паркри вĕçен кайăксем
-
Вăта пасар (Кивĕ пасар) умĕ
-
"Ростов" хăна çурчĕ
-
Ростов-Тан-çинчине Тан енчен сăнасан
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Ростов-на-Дону. Исторические очерки. — Ростов-н/Д: Рост. кн. изд-во, 1984.
- Швецов С. Д. В старом Ростове. — Ростов-н/Д: Рост. кн. изд-во, 1971.
- Сидоров В. С. Энциклопедия старого Ростова и Нахичевани-на-Дону. В 6-ти томах. — Т. 1. Ростов-н/Д, 1994—224 с.: ил.; Т. 2. Ростов-н/Д, 1994; Т. 3. Ростов-н/Д, 1995.
- Кулишов В. И. В низовьях Дона. — М.: Искусство, 1987. — 1767;с.: ил.
- Штаханов М. Путеводитель по Ростову. 2006.
- Ильин А. История города Ростова-на-Дону. — Ростов-на-Дону, 2006.
Каçăсем
тӳрлет- Хула Думин тата хула администрацин официаллă порталĕ 2005 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Официальный сайт муниципальной избирательной комиссии города Ростова-на-Дону 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- RostAngeles.ru — информационный портал о Ростове-на-Дону и его жителях. Справочник организаций 2011 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ростов-Тан-çинчин транспорт порталĕ 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ростов-на-Дону на официальном сайте туризма Ростовской области 2014 ҫулхи Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ростов-Тан-çинчи телефон хыпар кĕнеки 2010 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ростов-Тан-çинчи мусăк порталĕ 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
Шаблон:Кăнтăр федераци тăрăхĕн хулисем (100 пин ытла халăх) Шаблон:Ростов облаçĕ Шаблон:Тан çинчи пурăну вырăнĕсем Шаблон:Вăрçă мухтавĕн хулисем