Рокоссовский Константин Константинович

Рокоссо́вский Константи́н Константи́нович (Рокоссо́вский Константи́н Ксаве́рьевич) (пол. Konstanty Rokossowski, Конста́нты Рокоссо́вски, раштав, 21 1896çурла, 3 1968) — Совет Союзĕн Маршалĕ (1944), Польша маршалĕ (1949), иккĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ (1944, 1945).

Рокоссовский Константин Константинович
Çуралнă вăхăт 1896, раштав, 21
Çуралнă вырăн Варшава, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1968, çурла, 3
Вилнĕ вырăн Мускав, РСФСР, СССР
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ маршал
Генералитет
Генералитет
Хисеп Совет Союзĕн Маршалĕ

Польша Маршалĕ
Чаç 1-мĕш Балтиçум фрончĕн çарпуçĕ
Чыславсем тата парнесем
«Çĕнтерӳ» орденĕ
«Çĕнтерӳ» орденĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Октябрь Революци орденĕ — 1968
Хĕрлĕ Ялав орденĕ  — 1920 Хĕрлĕ Ялав орденĕ  — 1921 Хĕрлĕ Ялав орденĕ  — 1930 Хĕрлĕ Ялав орденĕ  — 1941
Хĕрлĕ Ялав орденĕ  — 1944 Хĕрлĕ Ялав орденĕ  — 1947 1 степеньлĕ Суворов орденĕ  — 1943 1 степеньлĕ Кутузов орденĕ
«Мускава хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Кенигсберга илнĕшĕн» медаль
«Кенигсберга илнĕшĕн» медаль
«Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медаль
«Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медаль
«Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» юбилей медалĕ
«Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» юбилей медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
|-

Кун-çулĕ

тӳрлет

Çамрăклăхĕ

тӳрлет

Великие Луки хулинче (урăх хыпарсемпе, Варшавăра) çуралнă. Унăн ашшĕ, поляк, — Ксаверий Юзефович Рокоссовский, Варшава чукун çӳлĕн тĕрĕслевçи, амăшĕ — вырăс вĕрентӳçи Антонина Овсянникова, пулнă. Константин çуралнă хыççăн çемье Варшавăна куçса каять. 1905 ç. ашшĕ вилет, вара çемье укçа-тенкĕсĕр тăрса юлать. Тăватă класлă училищăран вĕренсе тухса Константин чăлха фабрикине ĕçе кĕрет. 1911 ç. амăшĕ çĕре кĕрет. 14-çулхи Константин йамăкĕпе иккĕшĕ кăна тăрса юлаççĕ.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи тата Граждан вăрçи

тӳрлет

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вĕçленсен, 18-çулхи Константин хăй ирĕкĕпе Каргополь драгунсен полкне хĕсмете кĕрет. Полкăн çыраканĕ, ăна ашшĕ ячĕпе «Константинович» тесе çырать. Тепĕр темиçе кунтан ăнкартуллă та хастар пулнăшăн 4-мĕш степĕньлĕ Георги хĕресне тивĕç пулать. Виçĕ çултан Константин унтер-офицер хисепне ӳссе çитет, виçĕ Георгий медалĕсене тивĕç пулать. 1917 юпа уйăхĕнче Хĕрлĕ Гварди ĕретĕнче, кайран Хĕрлĕ Çарта. 1919 çулта большевиксен партине кĕрет. Граждан вăрçинче эскадрон, уйрăм дивизион, уйрăм кавалери полк командирĕ. Çамрăк командир хăйне хастар, хăюллă, чыслă тата сапайлă тытать. Çав хушăрах, поляк ăратĕнчен тухнипе, хĕсметри ӳсĕмĕ чăрмавлă пырать.

Вăрçăсем хушшинчи тапхăр

тӳрлет

1923 çулта авланать, Бармина Юлия Петровнăна качча илет. 1925 çулта Ариадна хĕрĕ çуралать.

19261928 çулсенче Монголире монгол çарĕн инструкторĕ пулса ĕçлет.

Арест

тӳрлет

1937-мĕш çулхи çĕртмен 27-мĕшĕнче ВКП(б) речĕнчен кăлараççĕ«за потерю классовой бдительности»[1]. 1937-мĕш çулхи утă уйăхен 22-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çартан хĕсмет выранне килменнипе кăларса яраçççĕ[2].

1937-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Рокосовский Ленинграда кайсан ăна çăхавпа Польша тата Япони разведкисемпе çыханнă тесе арестлеççĕ. Вара вăл икĕ çул çура хушши следствинче ларать (следстви ĕçĕ - № 25358-1937)

Доказательства строились на показаниях поляка Адольфа Юшкевича, соратника Рокоссовского в гражданскую. Но Рокоссовский-то хорошо знал, что Юшкевич погиб под Перекопом. Он сказал, что всё подпишет, если Адольфа приведут на очную ставку. Стали искать Юшкевича и обнаружили, что он давно умер.

— К. В. Рокоссовский, внук[3].

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи

тӳрлет

Чыславсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет
  1. ^ Свидетельствуют документы 1936—1937 гг. // Псков. — 1995. — № 3. — С. 101.
  2. ^ Газенко Р. Маршал Рокоссовский. Любовь на линии огня (док. фильм). — Россия, 2006.
  3. ^ Константин Рокоссовский: Брежнев плакал на похоронах деда.