Рембрандт офорчĕсем

Рембрандт пурнăçĕн пултарулĕхĕ тăршшипех офортсем хайланă, пĕрремĕш икĕ офорчĕсене «Египета кайнă çулта канни» тата «Касни» 1626 çулпа палăртнă, юлашкине вара «Ян ва дер Линден сăнарĕ» 1665 çулта тунă. Унсăр пуçне вăл ытти ÿнерçĕсен, — Дюрер, Сегерс, Кастильоне, —офорчĕсене пуçтарнă.

Хăйĕн сăнарĕ, офорт, 1639
Иосифпа Потифар арăмĕ, 1634
Хăйне Саскияпа сăнарлани, 1636

Офорчĕсен темисем: библи тата халаплăх кун-çулĕпе сăнарĕсене, çутçанталăк, этем (çав шутра питĕ нумай хăйĕн сăнарĕсене), ыйткаланчăксене, аллегорисем, çаппа-çарамас натура, эротика сценсем тата ытти те.

1620-çç. вĕçĕнчи офортсенче Рембрандт, тĕппипе илсен чухăн- чăлăх ыйткалакансен тата хăйĕн сăнарĕсене е тĕлĕннĕ, е тарăхнă, е кăшкăрнă пек чылай хайланă.

1630-çç. вăл офорчĕсенче кулленхи пурнăç тата библи кун-çулĕн пулăмĕсене сăнарлать. 1640-çç. Рембрандт офорт мелĕн чи çÿллĕ шайне çитет, вăл çутçанталăх сăнарĕнче («Арман», «Виç йывăç») тата библи кун-çулĕн пулăмĕсенче — «Чирлекенсене сыватакан Христос» шедеврсем тăвать. Рембрандт хăй вăхăчĕн çын сăнврĕсенĕнче те вĕсен чун-кăмăл тарăнлăхне уçса панă.

1650-çç. Рембрандт офорт ăсталăхĕнче çĕнĕ çул шырать: ку вăл çăмăл та хăвăрт хайланă ÿкерчĕк мелĕ. Ытларах Рембрандт «каçхи пулăмсене» сăнарлас ĕçре палăрать — çутăпа мĕлке генийĕ гравёр ĕçĕнче чăннипех те революци тунă. 1658 çул хыççăн Рембрандт пĕр офорт çех хайланă, пĕтĕм вăй-халне сăрă-ÿнер пултарулăхне халалланă.

Рембрандтăн хăшпĕр офорчĕсем унăн сăрă-ÿнер ĕçĕсемле пĕр пекрех, урăхла каласан малтан офортне, каярах çав япаланах сăрă-ÿнерте хутласа ÿкереть, тепĕр май, — малтан сăрăпа ÿкерни, унтан офорт туни те пулнă.

Офортсем Рембрандта чылай тупăш панă, унсăр пуçне сăрă ÿнерĕ пĕр çĕртре упраннă, халăх ăна курайман. Гравюрасен хакĕ те йÿнĕрех пулнă, пичетлесе халăх хушшинче сарма та меллĕ пулнă. Нидерландсен чикĕ леш енче Рембрандт ытларах гравёр пек паллă пулнă.

Паллă офортсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • The Complete Etchings of Rembrandt Reproduced in Original Size, Gary Schwartz (editor). New York: Dover, 1994.
  • Adam Bartsch. Catalogue raisonné de toutes les estampes qui forment l'oeuvre de Rembrandt et ceux de ses principaux imitateurs. (Vienna: A. Blumauer, 1797).
  • Arthur Mayger Hind. Rembrandt, With a Complete List of His Etchings. 1912. http://www.gutenberg.org/files/31183/31183-pdf.pdf
  • E. Hinterding, G. Luijten and M. Royalton-Kisch. Rembrandt the printmaker. London, The British Museum Press in association with the Rijksmuseum, Amsterdam. 2000.
  • C. White. Rembrandt as an etcher: a stud, 2nd edition. New Haven and London, Yale University Press. 1999.

Каçăсем

тӳрлет