Шедевр — (фр. chef-d'œuvre — «паха ĕç», «ĕçĕн чи çÿллĕ шайĕ») — пĕртен-пĕр, унччен нихăçан та, никам та çитеймен çÿллĕ шайри ÿнер хайлавĕ, ăсталăх е мĕн те пулин урăх япала. Ытларах чух ÿнерпе кÿлепе, çурт-пÿрт, çыравлăх, кĕвĕ, кинематограф, сайрарах — наукапа техника пултарулăхĕн япалисене шедевр теççĕ.

Мона Лиза Леонардо да Винчи шедевр шутне кĕнĕ ĕçĕ, Лувр

Кун-çулĕ тӳрлет

Вăтам ĕмĕрсенчи тата ирхи капитализм тапхăрти Европа хулисенче шедевр — ăстаçă (е ăстаçăн пулăшаканĕ) хăй шучĕпе ăсталанă чи чаплă тĕслĕх. Çав шедевра ăсласа кăларсан тин ăстаçăн хăйĕн ĕç лаçне уçма, цеха кĕме тата ăстаçă пулса ĕçлеме ирĕк пулнă. Раççейра çак «ĕç тĕслĕхне çирĕплетни» I-мĕш Петĕр вăхăтĕнчен пуçласа, ячĕшĕн те пулин, 1900 çулччен пынă.

Вуламалли тӳрлет

  • Ouvrage collectif Hans Belting, Arthur Danto, Jean Galard, Martina Hansmann, Neil MacGregor, Matthias Waschek, [url google Qu'est-ce qu'un chef-d'œuvre? Art et artistes] : xviie – xxie siècle : 1650-2000, Paris, Gallimard, 2000. (notice BnF no FRBNF37122813). Publ. à la suite d'un cycle de conférences tenu au musée du Louvre du 16 mars au 6 avril 1998.
  • Alexis Lagarde, Les Coteries, satire, Paris, 1825 (lire en ligne [archive]), p. 17.

Каçăсем тӳрлет