Фауст (Рембрандт гравюри)

«Фауст» (гол. Faust, акăл. B270 Faust About 1652) — тăваттă тăрăмлă Рембрандт офорчĕсенчен пĕрри. Чи малтанах «Алхимик хăйĕн кабинетĕнче» ятлă пулнă, анчах та XVIII ĕмĕрте «Фауст» ята тивĕçнĕ. Гёте çак офорта 1790 çулта тухнă «Фауст» хуплашки çине лартсан иккĕмĕш ячĕ çирĕпленсе юлнă.

Рембрандт
Фауст (I тăрăм), 1652 тĕл.
Faust
Офорт. 20,9×16,1 см
Рейксмюзеум, {{{вырнаçтарнă}}}
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Фауст (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Пĕрлехи хыпарсем тӳрлет

Офорт çинче ăсчаха кăтартнă, çакна кĕнекесем, сылтăм аллинчи кăранташ, глобус, пуç шăмми палăртаççĕ. Ăна Кристофер Марло акăлчан драматургĕн «Фаустус тухтăрăн синкеклĕ кун-çулĕ» пьесинчи Иоганн Фауст персонажĕ теме те пулать.

Чӳречере çутатакан çавракăш курăнать, унăн варринче тăваттă сас палли тăрать: INRI, вĕсем Христоса пăталаса çакнă хĕрес çинчи пекех: «Iesus Nazarenus Rex Iudaeorum», анчах та алхимиксен INRI аббревиатурăн иккĕмĕш пĕлтерĕшĕ — «Ignis Natura Renovatur Integram» — «Пĕтĕм çутçанталăк пĕрмаях çулăмпа çĕнелет» пур. Малалла çавракăшра сехет юппи чупнă май çак текст пур:

  ADAM Te DAGERAM AMRTET ALGAR ALGASTNA.  

Ку анаграмма, чăн-чăн тексчĕ паллă мар, его можно получить из исходного перестановкой букв. Çавракăш варринчен алă тухать, вăл тăрăхла çавракăш ĕлкиллĕ темĕскерне кăтартать.

Вуламалли тӳрлет

  Çавăн пекех пăхăр: Рембрандт офорчĕсем.
  • Поль Декарг Рембрандт. — Молодая гвардия, 2000.
  • Мелисса Рикетс Рембрандт. — Айрис-Пресс, 2006.
  • Вержбицкий А. Творчество Рембрандта.
  • The Complete Etchings of Rembrandt Reproduced in Original Size, Gary Schwartz (editor). New York: Dover, 1994.

Каçăсем тӳрлет