Прокопьев Илья Павлович

Илья Павлович Прокопьев (1926, утă, 29, Мачамăш ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР2017, нарăс, 20, Шупашкар, Чăваш Республики) — псовет парти ĕçченĕ. ССКП пайташĕ (1946-па), ССКП Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ (1974—1988). СССР Аслă Канашĕн Союз Канашĕ палатин 9-11 чĕнĕвĕсен депутачĕ (1974—1989)[1]. Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ. Экономика ăслăхĕсен кандидачĕ.

2002 çулта ăна РФ ÇП тата Чăваш Енĕн професиллĕ çыракан çыравçăсен пĕрлешĕвне илнĕ.

Кун-çулĕпе ĕçе-хĕлĕ

тӳрлет

[1926]] çулхи утăн 29-мĕшĕнче Чăваш Енри Вăрнар районĕн Мачамăш ялĕнче çуралнă.

Илья Павлович çĕр ĕçтеш кил-йышĕнче çуралнă. Ача чухнех ĕçлеме тытăннă. 1933 çулта Илья Павлович Нурăсри вăтам шкулта вĕренме пуçлать. 1940 çулта 7 класс пĕтерсен Нурăсри педагогика училищине вĕренме кĕрет. 1943 çулта училищĕне пĕтерет, историпе географи верентӳçи пулса тарать. Ун хыççăн Хăмăшри сакăр çул вĕрентекен шкулта ĕçлеме пуçлать.

1943 çулхи чӳк уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара хĕсмете илеççĕ. Японине хирĕç çапăçнă.

2017 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Шупашкарта куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Чысланисем

тӳрлет

Ĕçри çитĕнĕвĕсемпе вăрçăри хастарлăхĕшĕн ăна çак паллăсемпе хакланă:

  • Ленин орденĕ (икĕ хутчен);
  • 1-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ;
  • Ӗçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ (виçĕ хут).

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Илья Павловичăн çак кĕнекесем пичетрен тухнă:

  • «Тивĕçе ĕненсе»;
  • «Иртнĕ кунсен çути».

Асăнмалăх

тӳрлет
  • 2018 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи урама И.П. Прокопьев ячĕпе чыслама йышăннă[2]

Вуламалли

тӳрлет
  • РГУ «Государственный архив современной истории Чувашской Республики».

Каçăсем

тӳрлет