Пржевальский Николай Михайлович

Пржевальский Николай Михайлович, — Раççейĕн çулçӳревçи, Тĕп Азине тĕпчекенĕ. 1839 çулхи ака уйăхĕн 12 (ç.с.) Смоленск кĕперниĕн (халĕ Смоленск облаçĕн Починково районĕ) Киборы ялĕнче çуралнă. 1888 çулхи чӳкĕн 1 Каракол (халĕ Пржевальск) хулинче вилнĕ.

Пржевальский Николай Михайлович
Пржевальский Николай Михайлович

1864 çулта Вырăс георграфи пĕрлешĕвĕн пайташĕ шутне кĕртнĕ. Пржевальский ĕçĕ сумлă пулнипе Вырăс географи перлешĕвĕ ун ячĕпе парне пуçарса янă. 1946 çулта Пржевальский ячĕллĕ ылтăн медаль пуçарнă.

Пржевальский ячĕллĕ хула, Куньлунь системинчи ту хысакĕ, Алтайри ту хысакĕ, тата ытти географи объекчĕсем пур. Çавăн пекех ун ячĕллĕ кайăксем тата ӳсен-тăрансем пур.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Николай Пржевальский пĕчĕк помещик çемьинче çуралнă. 1855 çулта Смоленскри гимназине вĕренсе пĕтернĕ хыççан çара кайнă. 1856 çулта ăна офицер шайне хăпартнă.

Çулçӳревĕсемпе тĕпчевĕсем

тӳрлет

1879 çулта Пржевальский 13 çынран тăракан ушкăнăн ертÿçи пулса Зайсан хулинчен виççĕмĕш çулçÿревне тухнă. Урунгу юханшывĕ тăрăх Хами оазис тата пушхир тăрăх Са-Чжеу оазис, Тань-Шань хысакĕсем урлă Тибета, Сенкер юханшыв (Мур-Усу) çине тухнă. Тибет правительстви Пржевальскине Лхасуна кĕртесшĕн пулман, вырăнти халăхĕ вара çав териех пăлханнă пирки, Пржевальскин, Танг-Ла ту хасакĕсен урлă каçнăскерĕн тата Лхасаран 250 çухрăм çех пулнă пулин те, Ургуна таврăнма тивнĕ. 1881 çулта Раççея таврăнсан, Пржевальский хăйĕн виççĕмĕш çулçÿревĕ çинчен çырса пĕлтернĕ. Вăл унччен пĕлмен çĕнĕ лаша тĕсĕ çинчен пĕлтернĕ, каярах ăна унăн ятне панă.