Португал Википедийĕ
2001
Португал Википедийĕ | |
URL: | pt.wikipedia.org |
---|---|
Сайт тĕсĕ: | Эреш энциклопедийĕ |
Регистраци: | Кирлех мар |
Чĕлхе(сем): | португал чĕлхи |
Харпăрçă: | Фонд Викимедиа |
Ĕçе пуçланă: | 2001 çулхи çу уйăхĕ |
Хальхи статус: | Ӗçлет, аталанса пырать |
Португал Википедийĕ Викиампарта |
Португал Википедийĕ (порт. Wikipédia lusófona) — Википедин португал чĕлхиллĕ уйрăмĕ. 2001 çулхи çĕртме уйăхĕнче уçăлнă (пиллĕккĕмĕш наци уйрăмĕ).
Статьясен шучĕ 2004 çул вĕçĕнчен пуçласа хăвăрт ӳсме тытăнать. 2004 çулхи çу уйăхĕнче Википедин португал уйрăмĕ статья шучĕпе 17-мĕш вырăнта кăна пулнă, çапах та 2005 çулхи çу уйăхĕнче вăл испанпа итал уйрăмĕсене кая хăварнă. 2006 çулхи кăрлач, 26 португалсен Википединче статья йышĕ 100 пине çитет. 2009 çулхи юпан 18-мĕше тĕлне 513 841 статьяпа тăххăрмĕш вырăнта пынă.
Кун-çулĕ
тӳрлет- 2004 çулхи çу уйăхĕ— 17-мĕш вырăнта статья шучĕпе.
- 2006 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕ — статья шучĕ 100 пине çитет.
- 2009 çулхи нарăс, 27 — 462 484 статья
- 2009 çулхи çу, 24 — 480 140-мĕш статьяна çырнă.
- 2009 çулхи утă, 5 — испан уйрăмĕ статья йышĕпе португалсене иртсе каять, саккăрмĕш вырăна тухать.
- 2009 çулхи юпан 18-мĕшĕ — 513 841 статьяна çырса кĕртнĕ, тăххăрмĕш вырăнта.
Уйрăмлăхĕсем
тӳрлетПортугал Википединчи статьясене чĕлхе виçипе майлаштарман, португал чĕлхин европа (pt-pt) тата бразил (pt-br) варианчĕсем евĕр , орфографипе, лексикăпа тата грамматикăпа чӳхенӳсем пур.
2005 çулта бразил версине уйăрас пирки калаçу çуралнă, анчах та сĕнĕве аякка сирнĕ.[1]
Каçăсем
тӳрлет
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |