Пехил Вениамин Васильевич

Пехил Вениамин Васильевич (чăн хушамачĕ Кондратьев, 02.01.1955, Янкас ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР — 24.07.2004, Шупашкар, Чăваш Республики), — чăваш сăвăçи[1].

Вениамин Пехил
Çуралнă чухнехи ят: Кондратьев Вениамин Васильевич
Çуралнă вăхăт: 1955, кăрлач, 2
Çуралнă вырăн: Янкас ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2004, утă, 24
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1975 - 2004
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

1990 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.

Кунçул

тӳрлет

Чăваш АССР шутĕнчи Красноармейски районĕн Янкас ялĕ çуралнă. Ялти вăтам пĕлӳ паракан шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университечĕн истори-филологи факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.

1976-1983 çулсенче Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçатĕнче вăй хунă, радио ĕçне йĕркелесе пынă.

1983-1994 çулсенче «Ялав» журнал редакцийĕнче литература ĕçлевçи пулнă.

2004 çулта утăн 24-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Унăн çак кĕнекесем тухнă:

Вуламалли

тӳрлет

Вениамин Пехил (Кондратьев) // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 121.

Кошкин-Кервен, В. «Юлташӑм сӑвӑҫ чунлӑ...» / В. Кошкин-Кервен // Тӑван Атӑл. – 2015. – № 1. – С. 95-97 : сӑн ӳкерчӗк.

Смирнова, В. Шӑнкрав курӑкӗ парне пултӑр-и?.. / В. Смирнова // Хыпар. – 2015. – 4 февраль/нарӑс. – С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.

Михайлов, В. М. Кондратьев (Пехил) Вениамин Васильевич / В. М. Михайлов // Энциклопедия Красноармейского района. – Чебоксары, 2018. – С. 274.

Родионов, В. Г. Пегиль (Кондратьев) Вениамин Васильевич / В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 379.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет