Петровск районӗ (выр. Петровский район) — Сарăту облаçĕн муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Администраци центрĕ - Петровск хули.

Петровск районĕ
Петровский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Сарăту облаçĕ
Администраци центрĕ Петровск хули
Йĕркеленĕ вăхăт 1928, утă, 23
Муниципаллă районăн пуçлăхĕ Гречихо Александр Анатольевич[2]
Официаллă чĕлхе вырăсла
Пурăнан халăх (2021)
37 309[3]
(1,55 %)
Йышлăх 16,06 çын/çм²
Лаптăк 2322,41[4] çм²
Петровск районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ MSK+1 (UTC+4)
Телефон кочĕ +784555
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Тавралăх

тӳрлет

Сарăту облаçĕн сылтăм çырăнĕнче, Медведица юханшывĕн тури юхăмĕнче Атăлçум сăртлăхĕ çине, вăрман-степь зонинче вырнаçнă. Пенза облаçĕпе чикĕленет. Райнта нумай çăлкуçсем пур. Вар-çулхи нӳрĕксен шучĕ — 380 мм/çул.

Район урлă Атăлçум чукун çулĕн пайĕ каять: АткарскСеннаяВольск (район территорийĕнче Жерновка, Соболевка, Петровск, Волково станцийĕсем)[5].

Хытă витĕпе çулсен вăрăмăшĕ — 267,7 км.

Сарăту облаçĕнчи чиккисем

тӳрлет

Кунçул

тӳрлет

1928 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Анат-Атăл Енĕн Сарăту округĕн тытăмĕнче района никĕсленĕ.

1934 çулта Сарăту Енĕн тытăмĕнче. 1936 çултан Сарăту облаçĕнче.

1959 çулхи пăрахăç кăланă Жерновка районĕн территорийĕ Петровск районĕ шутне кĕртнĕ[6], тата 1960 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче пăрахăç кăланă Бакуры районĕн пайĕ кĕртнĕ те[7].

1963 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Петровск облаç пăхăнăвĕн хули пекех.

Халăх

тӳрлет

Петровск районĕ ку нумай нациллĕ район, кунта компактлă тутарсем (Çĕнĕ Вершаут, Тутар Пакаевки) мордвасем (Оркино, Куст) тата ытти халăхсем пурăнаççĕ. 2010 çулхи халăх çырăвĕпе[8]: вырăссем — 39 564 çын (88,6 %), тутарсем — 1 720 çын (3,9 %), мордвасем — 1 549 çын (3,5 %), эрменсем — 428 çын (1 %) ыттисем — 3 %.

Муниципаллă тытăмлăх

тӳрлет

Петровск районӗнче 6 муниципаллӑ йӗркеленӳ пур, 1 хула тăрăхĕ те 5 ял тăрăхĕсем[9][10][11].

Петровск районĕн муниципаллă йĕркеленĕвĕсем[9]
Муниципаллă йĕркеленӳ Администрациллĕ центр Пурăнан вырăнсен шут Халăх йышĕ[3] Лаптăк, км2[4]
Хула тăрăхĕ
1 Петровск хули муниципаллă йĕркеленĕвĕ Петровск хула 1 26 319 27,32
Ял тăрăхĕсем
2 Березовка муниципаллă йĕркеленĕвĕ Березовка ял 13 1786 435,80
3 Грачёвка муниципаллă йĕркеленĕвĕ Грачёвка ял 12 2169 495,45
4 Новозахаркино муниципаллă йĕркеленĕвĕ Новозахаркино ял 8 2686 494,20
5 Пригородный муниципаллă йĕркеленĕвĕ Пригородный паççулкă 14 2349 402,40
6 Синенькие муниципаллă йĕркеленĕвĕ Синенькие ял 16 2000 467,24

Муниципаллă пайланăвĕн кунçулĕ

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года (по состоянию на 1 октября 2021 года) (рус.)
  2. ^ Руководители
  3. ^ 1 тата 2 Таблица 5. Численность населения России, федеральных округов, субъектов Российской Федерации, городских округов, муниципальных районов, муниципальных округов, городских и сельских поселений, городских населенных пунктов, сельских населенных пунктов с населением 3000 человек и болеe
  4. ^ 1 тата 2 Саратовская область. Общая площадь земель муниципального образования
  5. ^ Географическая карта Саратовской области, Саратов, 2008
  6. ^ 2010 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20101203192830/http://wwhp.ru/sarat.htm архивланӑ. Саратовская область на сайте «Всемирный исторический проект»
  7. ^ Ведомости Верховного Совета СССР. № 20 (1004), 1960 г.
  8. ^ Всероссийская перепись населения 2010::Саратовстат
  9. ^ 1 тата 2 Закон Саратовской области от 27 декабря 2004 года № 88-ЗСО «О муниципальных образованиях, входящих в состав Петровского муниципального района».
  10. ^ Устав Петровского муниципального района.
  11. ^ [https://docs.cntd.ru/document/933006678 Закон Саратовской области от 23 декабря 2004 года № 78-ЗСО «О муниципальных районах»

Вуламалли

тӳрлет
  • Атлас автомобильных дорог Саратовской области. Саратов, 2000.


Каçăсем

тӳрлет