Осипов Александр Аркадьевич

Осипов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Осипов Александр Аркадьевич (27.1.1955 çур., Чăваш Ен, Канаш районĕ, Юмансар ялĕ) — мусăкçă, халăх пултарулăхне йĕркелекенĕ тата тĕпчекенĕ, пианист, композитор. Чăваш республикин ÿнер тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (1993), СССР тата ЧР Композиторсен Пĕрлешĕвĕсен пайташĕ.

Александр Осипов
Тулли ят Осипов Александр Аркадьевич
Çуралнă вăхăт 1955, кăрлач, 1
Çуралнă вырăн Чăваш республики, СССР
Патшалăх РСФСР, СССР, Раççей Федерацийĕ
Профессисем пианист, мусăк тĕпчевçи, тележурналист, шоумен, композитор

Биографи саманчĕсем

тӳрлет

Осипов Александр Аркадьевич Чăваш Енти Канаш районĕнчи Юмансар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкула çÿреме пуçличченех унта пурăннă.

"Хыпар" хаçат пĕлтернинчен[1]:

  Канаш районĕнчи Юмансарта кун çути курнă ача шкула кайиччен ялтах пурăннă, пĕрремĕш класа Канашри вырăс шкулне çÿреме пуçланă /ашшĕпе амăшĕ хулара ĕçленĕ/. Каярах çемье Иркутск облаçне куçса кайнă, темиçе çултан Нижневартовска çитнĕ. Çапла майпа ĕнерхи чăваш шăпăрланĕн тăван чĕлхе урокĕнче пĕр сехет те ларма тивмен. Апла пулин те чăвашла манман. Вăл çеç мар, Çĕпĕрте çуралнă йăмăкĕ Лена та паян кун та чăвашла шăкăртаттарса калаçать. Вăрттăнлăхĕ акă мĕнре: килте кирек хăçан та чăваш сасси кăна янăранă.

сФ.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин фортепиано, Хусан консерваторийĕн теорипе композици уйрăмĕсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван хуланах таврăннă. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн искусство пайĕнче 10 çул, «Чăваш Ен» ПТРКра 20 çул ĕçленĕ май хăйĕн кунçулне пĕтĕмпех чăвашлăхпа çыхăнтарнă. Çак ĕçе темиçе енпе пурнăçласа пырать. Ман шухăшăмпа, уншăн чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри - ăслăлăх. Кандидат е доктор диссертацийĕшĕн мар /унашкал ятсем çук унăн/, чунĕ хушнипе тĕпчет, тишкерет вăл тăван кĕвĕ-çемĕ тĕнчине.

 

Çавăнтанах:

  Ф.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин фортепиано, Хусан консерваторийĕн теорипе композици уйрăмĕсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван хуланах таврăннă. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн искусство пайĕнче 10 çул, «Чăваш Ен» ПТРКра 20 çул ĕçленĕ май хăйĕн кунçулне пĕтĕмпех чăвашлăхпа çыхăнтарнă. Çак ĕçе темиçе енпе пурнăçласа пырать. Ман шухăшăмпа, уншăн чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри - ăслăлăх. Кандидат е доктор диссертацийĕшĕн мар /унашкал ятсем çук унăн/, чунĕ хушнипе тĕпчет, тишкерет вăл тăван кĕвĕ-çемĕ тĕнчине.  
   

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Ильина С.В. Осипов Александр Аркадьевич. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Фейгин Л. В. Галя // Моя жизнь. М., 1993.
  • Илюхин, Ю. Эсливановсен йăхĕнчен / Ю. Илюхин // Хыпар. – 2004. – 13 çу.
  • Наумова, Т. Вӗсене аслати кӗмсӗртетнӗн алӑ ҫупнӑ / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2011. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 33). – С. 2.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 258.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 15-16.
  • Илюхин, Ю. Сдержанный и чуткий аккомпаниатор / Ю. Илюхин // Республика. – 2004. – 21 апр. (№ 16). – С. 6. - См. текст
  • Максимова, Г. О пережитом : [воспоминания] / Г. Максимова ; предисл. Ю. Илюхина // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 52-76.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Смирнова, Надежда. Александр Осипов парнеленĕ юрăсем — 14 Apr, 2015 | Хыпар | Культура | Тĕлпулу

Каçăсем

тӳрлет