Огурсем
Огурсем[1] (огур йӑхӗсен ушкăнӗ) — пратĕрĕк йӑхӗсен пайӗ, малтан Тӗп Азире пурӑннӑ, анчах та иртерех пайланса Европӑна миграциленӗ.
Истори
тӳрлетОгурсем пратĕрĕк йӑхӗсен пӗтӗмӗшле ушкăнĕнчен питӗ ир уйрӑлса тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Огурсене уйӑрса кӑларасси вӑл вӑхӑтра пысӑкрах пӗрлешӳрен – огузсенчен – пулса кайнӑ, пирӗн эрӑри пӗрремӗш пинҫуллӑх варринче тесе шутлаҫҫӗ.
Огурсем уйрӑлса тухнипе ҫавӑн пекех пратĕрĕк чӗлхи тӗрӗк чӗлхисен ушкӑнне тата огур («пăлхар») чӗлхисен ушкӑнне уйрӑлма пуҫлани те ҫыхӑннӑ[2].
Огурсем пратӗрӗксенчен чи малтан темиҫе миграци хумне хӗвеланӑҫнелле пурнӑҫа кӗртнӗ.
V ӗмӗрӗн пӗрремӗш пайӗнче хунсен йӑхӗ ертсе пынӑ огурсем пӗтӗм Европӑна тенӗ пекех ҫӗнсе илнӗ, нумай халӑхлӑ питӗ пысӑк патшалăх туса хунӑ. Вӑл аркансан, огур йӑхӗсене тата нумай ӗмӗрсем хушши Европӑра «хунсем» ятпа каланӑ.
VI ӗмӗрте Европӑра аварсем (обрсем) пулса Авар хаканлӑхне туса хунӑ.
VII ӗмӗрте пӑлхарсем анлӑ сарӑлнӑ, вӗсене хӑйсен енчен анӑҫалла тата ҫурҫӗрелле Хасар хаканлӑхне туса хунӑ хасарсем хӗссе пынӑ.
Юлашкинчен, тӗпрен илсен, унччен куҫса ҫӳренӗ пратӗрӗк-огурсем вырӑнти халӑхпа майӗпен ассимиляциленнӗ те хальхи тухӑҫ Европӑра (Дунай ҫумӗнче, Дон ҫумӗнче , Хура тинӗс ҫумӗнче, Атăлçи тӑрӑхӗ) пурӑнма тытӑннӑ.
Классификаци
тӳрлетОгурсен шутне ҫак историллӗ йӑхсемпе халӑхсене кӗртме пулать:
Огурсемпе Угрсем
тӳрлетШӑпах мадьяр урлӑ огурсем хӑйӗн ятне тата тӗрӗк халӑхӗсен шутне кӗмен угрсене панӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ[3].
Ӑнлантарусем
тӳрлетКаҫӑсем
тӳрлетКу статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Огуры статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |