Нотр-Дам-де-Лорет

Лорет Мари хĕрĕн чиркĕвĕ, Нотр-Дам-де-Лорет (фр. Église de Notre-Dame-de-Lorette) — Парисăн IX тăрăхĕн католици чиркĕвĕ. Пысăках мар тӳрĕ кĕтеслĕ вырăн, тăватă урам — Шатодэн(фр.)чăв., Бурдалу, Сен-Лазар(фр.)чăв. тата Флешье — хушшинче ларать. Чиркӳ çамки Лаффит урамĕн перспективи пулать. Чиркӳ ячĕпех юнашар Нотр-Дам-де-Лорет метро чарăнăвне тивĕçтернĕ.

Католици чиркĕвĕ
Лорет Мари хĕрĕн чиркĕвĕ
Église de Notre-Dame-de-Lorette
Патшалăх Франци
Координатсем 48°52′35″ с. ш. 2°20′20″ в. д.HGЯOКоординаты: неожиданные дополнительные параметры
Конфесси католици тĕнĕ
Епархи Парис архидиоцезĕ 
Архитектура стилĕ неоклассицизм
Проект авторĕ Л. И. Леба
Çурт-йĕр тăвăмĕ 1823—1823
Статус ĕçлекен храм

Кун-çулĕ

тӳрлет
 
Нотр-Дам-де-Лорет тата Сакре-Кёр сăнĕсем

XIX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Парисăн IX тăрăхĕн территоринче çĕнĕ çуртсем тăваççĕ, халăх йышĕ ӳсет. Кварталра пĕр чиркӳ те пулманнипе (çывăхри Сент-Тринитре 1867 çулта кăна тăваççĕ), 1823 çулта Лоретона асăнса (Лорето (Италири хула — чăнлавпа унта Назаретран куçарса килнĕ Турă амăшĕн килĕ пур) Мари хĕр чиркĕвне тума конкурс йĕркеленĕ). Конкурса неоклассицизм стилĕпе тунă проектпа Луи Ипполит Леба (Louis-Hippolyte Lebas) архитектор выляса илнĕ. Темăпа чиркӳ Италипе çыхăннă, çавăнпа та, архитектор ĕмĕчĕпе унăн сăнĕн ĕлкине итал классици йăлин кăтартăвĕсене кĕртмелле, уйрăм архитектура хăтлавĕсемпе вăл Санта-Мария-Маджоре рим базилики евĕр курăнмалла.

Чиркĕве 1823 1836 çулсенче тунă. Архитектор ятарласах Лаффит урамне хӳхĕмлĕрех вĕçлес ĕмĕтпе, çамкине çурт калăпăшĕпе танлаштаруллă мар курăнать. 1919 çулта Монмартр тăрринче çав тери пысăк Таса Чĕре базиликине хăпартнă хыççăн, вăл пĕтĕмпех çак перспективăна улăштарнă, вара Нотр-Дам-де-Лорет унăн таврашĕнче çухалнă пекех туйăнать.

Архитектура

тӳрлет
 
Чиркӳн интерьерĕ

Кăсăк фактсем

тӳрлет

XIX ĕмĕрте Норт-дам-де-Лорет чиркĕвĕн таврашĕнче ал ĕçĕпе укçа тăвакан чухăн хĕр (гризетка) пурăннă. Нумайăшĕ çамăлттай кăмăллă пулнă, хăшĕ-пĕри проституципе укçа тукаланă. Çакна пула Парисра «лорет» (фр. lorette) сăмах тухать, унăн ячĕ Нотр-Дам-де-Лорет пĕлтерĕшĕнчен килет[1], «çăмăлттай тыткалăрăшлă хĕрарăм, кокотка» тени пулать[2].

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет