Николаев Владимир Николаевич
Николаев Владимир Николаевич, — педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1918 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Тушкасси ялĕнче çуралнă. 2000 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Владимир Николаевич вăрçă хирĕнчи хăюлăхшăн 1 степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе, «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсемпе чысланă. Вĕрентӳ ĕçĕнчи çитĕнӳсемшĕн вăл «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ята тивĕç пулнă.
Кун-çулĕ
тӳрлет1937 çулта Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашри вăтам шкултан, 1941 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 1943 çулта аманнă. Фронтран таврăнсан Мăн Чурашри вăтам шкулта ĕçленĕ (1943-1949): малтан вĕрентекен, кайран шкул директорĕ пулнă. Пултаруллă та опытлă специалиста 1949 çулта Советски район çутĕç пайĕн пуçлăхĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Унтан ăна Йĕпреç районĕнчи Хурамал, Йĕпреç вăтам шкулĕсен директорĕ пулса ĕçлеме куçараççĕ. 1960 çулхи юпа уйăхĕнче Владимир Николаевич Кустанай хулинчи педагогика институте куçнă — педагогика кафедрин преподавателĕ пулса ĕçленĕ. 1962 çулта М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн пĕр çуллăх аспирантуринче вĕреннĕ, çав çулах «Формирование организаторских умений и навыков у подростков в процессе общественно-полезной деятельности» темăпа диссертаци хӳтĕлесе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ. Çакăн хыççăн Владимир Николаевич Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçленĕ (1962-1968): малтанхи тапхăрта педагогика кафедрин аслă преподавателĕ, кайран доцент, пединститут проректорĕ пулнă.
1968-1978 çулсенче Владимир Николаевич Чăваш патшалăх университетĕнче педагогикăпа психологи кафедрин ертӳçинче вăй хунă. 1978 çулта, çул çитнĕ май, пенсие тухнă та пĕр çул каннă. Анчах та ĕçсĕр ларма пултарайман, ачаранпах ĕçре пиçĕхнĕ ветеран юратнă ĕçех туртăннă. 1979 çулта вăл Кăнтăр Сахалинск хулинчи педагогика институчĕн педагогика кафедрин доценчĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Кунта вăл 1983 çулччен вăй хунă. Çак çул тăван республикăна таврăннă та Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче тăхăр çул хушши (1983-1992) пулас вĕрентекенсене педагогика ăслăлăхĕн каткăслăхĕсемпе паллаштарнă, шкулсем валли ăста та пысăк квалификациллĕ вĕрентӳçĕсем хатĕрлеме пĕтĕм вăйне парса ĕçленĕ.
Ӗçĕсем
тӳрлетВладимир Николаевич — педагогика ăслăлăхĕн пултаруллă тĕпчевçи. Унăн тĕпчевĕсен шăнăрĕ — çамрăк ăрăвăн, шкул ачисен организаторла пултарăвне чĕртсе аталантарма пулăшасси. Çак проблемăна вал хăйĕн тĕпчевĕсенче туллин çутатса панă, тарăн пĕтĕмлетӳсем тунĕ.
Пичетленнĕ ĕçсем
тӳрлет- Формирование организаторских умений и навыков у школьников. Чебоксары, 1963;
- Формирование организаторских способностей в труде // Школа-интернат. 1961, №3;
- Организаторские умения в профессиональной деятельности учителя // Формирование личности школьников в процессе учебной и внеучебной деятельности. Чебоксары, 1976.
Вуламалли
тӳрлет- Егоров Д.Е. История чувашской школы.
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |