Николаева Калиса Ивановна

Николаева Калиса Ивановна, — доцент (2002). 1950 çулхи кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Тарăн Çырма ялĕнче çуралнă.

Пурнăçĕ тӳрлет

1965 çулта Хăймалакассинчи сакăр çул вĕренмелли шкултан, 1969 çулта Канашри педагогика училищинчен, 1978 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, 1969 çултанпа — вĕрентекен ĕçĕнче: малтан Мăналти сакăр çул вĕренмелли шкулта (1969-1973), унтан Ишлейри ача-пăча санаторийĕнче (1973-1992) вăй хунă. 1992 çултан пуçласа Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхи кафедринче ĕçлет, тĕрлĕ факультет студенчĕсене чăваш чĕлхине вĕрентет. 2002 çултанпа — кафедра доценчĕ. К.И. Николаева вырăсла калаçакан студентсене чăвашла вĕрентес ĕçре пуян опыт пухнă, ăна 13 статьяпа 6 кĕнекере çырса кăтартнă.

Пичетленнĕ ĕçĕсем: тӳрлет

  • Русско-чувашский картинный словарь. Учебное пособие. - Чебоксары, 1997;
  • Практический курс по чувашскому языку для русскоязычных студентов и учащихся. Учебное пособие для образовательных учреждений. - Чебоксары, 2000; 2002;
  • Сборник упражнений и заданий по практическому курсу чувашского языка для русскоязычных студентов и учащихся. Учебно-методическое пособие. - Чебоксары, 2001;
  • Программа практического курса чувашского языка для русскоязычных студентов нефилологических факультетов. - Чебоксары, 2002 (в соавторстве);
  • Турецко-чувашский картинный словарь. Учебное издание. - Чебоксары, 2002 (в соавторстве);
  • Чувашский язык. Начальный курс. Учебник для русскоязычных студентов. - Чебоксары, 2002.