Никитин Максим Петрович
Максим Петрович Никитин (23.09.1986, Мускав, РСФСР, ССРП çур.) — раççей ăсчахĕ, нанофизика облаçĕнчи специалист. Физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ[1] , молекулярлă иммунологи лабораторин ертӳçи, профессор.
Никитин Максим Петрович | |
Çуралнă вăхăт: | 1986 авăн, 23 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Мускав |
Патшалăх: |
|
Ăслăх сфери: | нано-физика |
Ĕç вырăнĕ: | МФТИ |
Ăсчах степенĕ: | физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ |
Ăсчах хисепĕ: | профессор |
Альма-матер: | МФТИ |

Биографи Тӳрлет
Максим 1986 çулхи авăнăн 23-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. МФТИ вĕренсе тухнă.
2012 çулта биомедицина валли ăслă наноматериалсем хатĕрлеме пуçланă. Тераностика валли автономлă биомолекулярлă шутлав системисен фундадаментĕнчи ĕçсене пуçарса янă. Çамрăк ăсчах тунă нанороботсем рак амакне çĕнтерме кирлĕ ĕç-пуçра пулăшĕç шанчăк пур.
Çитĕнĕвĕсем Тӳрлет
- 70 ытла ăслăх статьйине Nature группăн журналĕсенче пичетленĕ
- 10 ытла патент.
Чыслани Тӳрлет
- РФ президенчĕн премийĕ (çамрăк ăсчахсем валли ăслăх тата инновацисем облаçĕ)
Çав. пекех Тӳрлет
Литература Тӳрлет
Асăрхавсем Тӳрлет
- ^ Тераностические наноагенты, методы их исследования и повышения эффективности в организме Архивленĕ 25 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 çулта.