Сухоруков Глеб Борисович
Глеб Борисович Сухоруков (акăл. Gleb Sukhorukov, 1969, Пущино хула, Мускав облаçĕ, РСФСР çур.) — раççей тата акăлчан ăсчахĕ. Хими, материалсен физики, инженери облаçĕсенче ĕçлет. Халĕ — Лондонри Мария королева университетĕнчи (QMUL) Инженери тата материала тĕпчекен шкулĕнче биоматериалсен профессорĕ[1].
Глеб Борисович Сухоруков | |
Çуралнă вăхăт: | 1969 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Пущино хула, Мускав облаçĕ, РСФСР |
Патшалăх: | |
Ĕç вырăнĕ: | Лондонри Мария королева университечĕ (QMUL) |
Ăсчах степенĕ: | физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ |
Ăсчах хисепĕ: | профессор |
Альма-матер: | МПУ физика факультечĕ |
Тĕнчери вырăсла калаçакан ăсчахсен ассоциацийĕ RASA координацилекен комитечĕн пайташĕ тата 2014—2015 çулсенче çак ассоциацин Европăри секцийĕн президенчĕ.
Биографи
тӳрлетМ. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн физика факультетĕнче 1991 çулта вĕренсе тухнă. Физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕн диссертацине тăван факультетĕнче «Биофизика» специальнăçĕпе 1994 çулта хӳтĕленĕ[2]. Каярах ăслăх учрежденисенче тата индустрире вăйне хунă, 2001 çулта Александр фон Гумбольдт фондчĕн Софья Ковалевская ячĕллĕ прогамми пулăшнипе Макс Планк институтĕнче Коллоидсене тата чикĕри пулăмсене тĕпчекен группăна ертса пыма пуçланă[3], 2006 çулта Лондон университетне куçнă. 2014 çулта Сарăтури патшалăх университетĕнче Мегагрантсем (4-мĕш конкурс) программипе «Дистанционно управляемые системы для тераностики» лабораторие йĕркеленĕ[4], мегагрантсене илекен вунă çын ушкăнĕнче В. В. Путинпа 2016 çулхи авăнăн 19-мĕшĕнче тĕл пулнă.
Г.Б. Сухоруков Ăсчахсене пулăшакан президент программине пуçарса яракансенчен пĕри пулать[5].
Ăслăх ĕçĕсем
тӳрлетГлеб Сухоруков сийĕн-сийĕн çыпăçтарнă полиэлектролитлă микрокапсулăсене тĕпчекен облаçре пионер шутланать. Вăл эмеле турттарса çитерекен нумай функциллĕ системăсене тăвас енĕпе çеç мар, çаплах вĕсене йĕркелессипе те ĕçлет[6]. Forbes версипе (Юпа, 2011) Глеб Сухоруков раççей кăкĕнчен тухнă тĕнчипех паллă ăсчахсен ТОП-10 йышне кĕнĕ[7].
300 ытла ĕçе публикациленĕ, вĕсене 30 000 ытла цитатăланă (Хирш индексӗ > 95 (Google Scholar мелĕпе) тата > 83 (Web of Science мелĕпе)[8].
Публикацисем
тӳрлет- А. А. Кокорина, E. C. Прихожденко, Г. Б. Сухоруков, A. V. Sapelkin, И. Ю. Горячева, “Люминесцентные углеродные наночастицы: способы получения, методы исследования, области применения”, Усп. хим., 86:11 (2017), 1157–1171 mathnet elib; A. A. Kokorina, E. S. Prikhozhdenko, G. B. Sukhorukov, A. V. Sapelkin, I. Yu. Goryacheva, “Luminescent carbon nanoparticles: synthesis, methods of investigation, applications”, Russian Chem. Reviews, 86:11 (2017), 1157–1171
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ [www.sems.qmul.ac.uk/staff/g.sukhorukov Prof Gleb Sukhorukov].
- ^ Сухоруков Глеб Борисович.
- ^ Sofja Kovalevskaja Award 2002 - Award Winners.
- ^ [www.p220.ru/en/home/projects/item/801-14-z50-31-0004 Laboratory for Remotely Controlled Systems for Theranostics].
- ^ Встреча с учёными – получателями мегагрантов на научные исследования (выр.), Президент России. Тĕрĕсленĕ 14 Ҫу уйӑхӗн 2018.
- ^ №17 (724) / Общество и наука / Технология / Троянская пилюля. www.itogi.ru. Тĕрĕсленĕ 14 Ҫу уйӑхӗн 2018.
- ^ 10 самых известных в мире ученых русского происхождения | Новости (акăлч.). Forbes.ru (2011-10-20). Тĕрĕсленĕ 14 Ҫу уйӑхӗн 2018.
- ^ Gleb Sukhorukov - Google Scholar Citations. scholar.google.ru. çăлкуçран архивланă 15 Ҫу уйӑхӗн 2018. Тĕрĕсленĕ 14 Ҫу уйӑхӗн 2018.