h-индекс, е Хирш индексӗӑслăх виҫевлӗ кӑтарту, ӑна чи малтанах 2005 ҫулта Сан-Диегори Калифорни университечӗн аргентина-америка физикӗ Хорхе Хирш физиксен ӑслăх ӗҫне хак пама сӗннӗ. Хирш индексӗ ӑсчах, ӑсчахсен ушкӑнӗ, ӑслӑх еркевлӗхӗ е ҫӗршыв ӑслӑхӗ тӑвакан ӗҫӗн пахалӑхне тата шутне хак пани пулса тӑрать, ку вӑл ӑслӑх ӗҫӗсен пичетрен тухнӑ тата вӗсене тӗслӗхе илсе панин шутӗнчен килсе никӗсленсе тӑрать.

Каҫӑсем тӳрлет