Открыть главное меню
Disambig gray.svg Назарова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Назарова Маргарита Петровна, — тигрсен укротительници. 1926 çулхи чӳк уйăхĕн 26 Ленинград облаçĕнчи Пушкин хулинче çуралнă. 2005 çулхи юпа уйăхĕн 28 Чулхула хулинче вилнĕ.

Маргарита Назарова
Çуралнă чухнехи ят: Назарова Маргарита Петровна
Çуралнă вăхăт: 1926, чӳк, 26
Çуралнă вырăн: Царское Село,
СССР
Вилнĕ вăхăт: 2005, юпа, 25
Вилнĕ вырăн: Чулхула,
РСФСР
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svgFlag of Russia.svg РФ
Професси: СССР, РФ актриси, дрессировщица
Карьера: 1954—1983

РСФСР халăх артистки.

Тупмалли

ПурнăçĕТӳрлет

Маргарита Назаровăн ашшĕ вăрманçă, амăшĕ вĕрентекен пулнă. 15 çулхи хĕрачана фашистсем Гамбург хулине ăсатнă. Унта ăна малтан кил тарçи, кайран вара кабаре артисчĕ пулса ĕçлеттернĕ. 1945 çулта Назарова хăйĕн тăван çĕршывне таврăннă. Çав çулах вăл Ригăра вырнаçнă цирка акробатика этючĕпе ĕçлеме кĕнĕ. Хуллен майĕн Маргарита Назарова хăйĕн программине чĕрчунсене кĕртме пуçланă — йытăсене, лашасене. Çавăн пекех цирк мотогонщици пулса пăхнă.

"Случай в тайге", "Укротительница тигров", "Тигроловы" кинофильмсенче дублер пулса вылянă.

VI пĕтĕм тĕнчери студентсемпе çамрăксен фестиваленче Назарова тата Константиновский «Водная феерия» программине кăтартнă. Вăл программăшăн вĕсем фестивалĕн ылтăн медале тивĕçлĕ пулнă. Фестиваль хыççăн çăвăн пекех вĕсене «Полосатый рейс» фильмра ӳкерĕнме чĕннĕ.

Маргарита Назарова пĕррехинче хăйĕн çине гастроль вăхăтĕнче тигр тапăннă хыççăн сцена çинчен кайнă. Çамрăк чухнех Чулхулара панă хваттерĕнче хăйĕн юлашки çулĕсене пĕчченех чухăнлахра иртернĕ.

ÇемьеТӳрлет

  Тулаш ӳкерчĕксем
  Марагрита Назарова и Константин Константиновский
  • Упăшки — Константин Константиновский — дрессировщик.
  • Ывăлĕ — Алексей Константиновский — дрессировщик
  • Мăнук хĕрĕ — Маргарита.
  • Мăнукĕ - Константин

АсăрхавсемТӳрлет

КаçăсемТӳрлет