Муханов Вячеслав Фёдорович
Муханов Вячеслав Фёдорович (2.10.1956-мĕш çулта Канашра çуралнă) — теориçĕ-физик, космолог, физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1989), Мюнхен университечĕн (Германи) профессорĕ, 1997-мĕш çултанпа унти физика факультетĕнче астропĕрчĕсен физикипе космологи кафедрине ертсе пырать. Нумай-нумай чыславсене тивĕçнĕ çын.
Муханов Вячеслав Фёдорович | |
Муханов Вячеслав Фёдорович | |
Çуралнă вăхăт: | 1956 çулхи юпан 2-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Канаш, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | теориллĕ физика, космологи |
Альма-матер: | МФТИ |
Ăслăх ертӳçи: | Леонид Моисеевич Озерной, Виталий Лазаревич Гинзбург. |
Тĕпрен илсен, космологири инфляци теорине, ыттисемпе пĕрле, никĕслесе малалла аталантарнипе паллă.
Кунçул
тӳрлетМуханов Вячеслав Фёдорович 1956-мĕш çулхи октбрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енри Канаш хулинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Фёдор Муханов Тăвай районĕнчи Мучар вырăс ялĕнчен[1]. Вăл Канашри вакунсем юсакан савутра смена пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, 2010-мĕш çул тĕлнелле вилнĕ. Амăшĕ — Алевтина Алексеевна Муханова (качча кайичченхи хушамачĕ Саландаева) 1932-мĕш çулта Чăваш республликинчи Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ[1], анчах та пĕчĕкренпех, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле, Канашра пурăннă. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех кондитер хапрăкĕнче тĕрмешнĕ. Халĕ пенсире. Ăславçăн кукамăшне, çичĕ ача амăшне, хут пĕлменскере, Анна Ивановна тесе чĕннĕ. Кукашшĕ — Алексей Алексеевич (е, ытти хыпарсем тăрăх, Николаевич), ăна ВОВ умĕн репрессиленĕ пулнă, 1957-мĕш çулта реабилитациленĕ. Куккăшĕсем (амăшĕпе пĕртăваннисем) — Константин тата Сергей, вăрçăра (ВОВ) пуç хунă.
Малтан килйыш Канашри Шмидт урамĕнче, кайран Шохвĕр урамĕнче. Хальхи вăхатра ăславçăн амăшĕ шăпах çавăнта.
Ăçта вĕренни
тӳрлет- Канашри 64-мĕш №-лĕ шкул (халĕ унăн номерĕ 11). 9-мĕш класа çитсен Чкалов урамĕнчи 62-мĕш шкула куçнă.
- Мускав университечĕ çумĕнчи 18 № физика-математика шкулĕ (халĕ Ятарлă вĕрентÿ тата ăслав центрĕ — СУНЦ)
- МФТИн пĕтĕмĕшле тата килтерĕш физика факультечĕ (1973-1979)
Ăçта ĕçлени
тӳрлет- ФИАН (Лебедев ячĕллĕ Физика институчĕ)
- Нуклонсар тĕпчевĕсен институчĕ (1989-1992)
- Цюрихри аслă техника шкулĕн доценчĕ (1992-1997)
- Мюнхен университечĕ (1997, 1998 — паянхи кунчченех)
Кун çути курнă ĕçĕсем
тӳрлет- Mukhanov, V. F., and G. V. Chibisov. "JETP Lett. 33 532 Hawking SW, 1982."Phys. Lett. B 115 (1981): 295.
- Mukhanov, Viatcheslav F. Physical foundations of cosmology. Cambridge University Press, 2005
- Mukhanov, Viatcheslav and Winizki, Sergei,"Introduction to Quantum Effects in Gravity", Cambridge University Press, 2007
Вуламалли
тӳрлет- Головина Н. С. Муханов Вячеслав Фёдорович — Электронла чăваш энциклопедири статья.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 Батькова Мария, Дмитриев Александр, ученики МБОУ «СОШ №6» г. Канаш. Руководитель: Николаева Г.В., учитель МБОУ «СОШ №6» г. Канаш. ВЯЧЕСЛАВ МУХАНОВ: НАУКА – ВЕЩЬ ИНТЕРНАЦИОНАЛЬНАЯ. 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. — Сайт Благотворительного фонда «Дети отчизны — достойная смена», автономной некоммерческой организации. — С.51-56. // Великие сыны России. Чувашский край, 1551-2016 гг. : к 465-летию добровольного вхождения Чувашского края в состав Российского государства : открытый республиканский конкурс-фестиваль научно-исследовательских работ, 24 апреля 2016 г., Чебоксары / Чуваш. гос. ун-т им. И. Н. Ульянова [и др. ; редкол.: О. Н. Широков (гл. ред.) и др.]. - Чебоксары : [Изд-во Чуваш. ун-та], 2017. - 431 с. : ил., портр. ; 20 см. - Текст рус., чуваш. - 500 экз. - ISBN 978-5-7677-2479-6 (в пер.).
Каçăсем
тӳрлет- Большой взрыв стал жертвой инфляциии 2022 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Видео
- Уроженец Канаша – лауреат престижной научной премии//sovch.chuvashia.com
- Космолог Муханов: Хокинг был первым среди тех, кто был после нас // www.bbc.com
- Вячеслав Муханов: "Ничего плохого в этих спекуляциях нет"(ĕçлемен каçă) // www.victorpetrov.ru
- Сразу после взрыва //Коммерсантъ
- Выдающийся уроженец Канаша, российско-германский физик-теоретик, космолог Вячеслав Муханов принял приглашение на 90-летие города // gkan.cap.ru
- Еще одна премия за сотворение мира //trv-science.ru
- Вячеслав Муханов: «на Физтехе нас «дрессировали» так, как нигде в мире» // zanauku.mipt.ru
- Как учат точным наукам в Западной Европе // www.svoboda.org