Муромцев Николай Васильевич

Николай Васильевич Муромцев Пăва уесĕнчи Ишлĕ (хальхи Тутарстанăн Çĕпрел районĕ) ялĕнче 1898-мĕш çулта çуралнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

4 çултанах вăл килти суккăр ватăсене, кайарах суккăрланнă амĕшне ертсе çӳреме тытăннă. Ашшĕ, нумай çул нефть кăларнă çĕрте еçленĕскер, ăна пĕчĕкеренех вĕренӳ усси çинчен ăнлантарнă. Хăй курни çинчен, тата нумай халап-юмах каласа кăтартнă. Шкулта вĕреннĕ чухне ашшĕ ăна вырăсла тĕрĕс калаçма, сасачене уççăн калама вĕрентне. Ялти шкула вăл 1910-мĕш çулта мухтав хучĕпе пĕтернĕ. Çак çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕрентме илмен. Унта вăл 1911-мĕш çулта вĕренме кĕрет. Шкулта вĕреннĕ çулсенче ашшĕ вилет, вара вăл йывăрлăха лексен те амăшĕ вĕренсе пĕтрерме хушать. Шкулта вăл тирпейлĕ, ĕлкĕрсе пыракан, ĕçчен, сумлă вĕренкен пулать. Çавăнпа ăна 1918-мĕш çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи вĕренкенсен комитечĕн председатĕльне суйлаççĕ. Сăмахлăха юратнă май вăл Чĕмпĕр губкомĕн чăваш секцин „Çĕнĕ пурнăç“ хаçачĕ валли хайлавсем çырать. 1919-çулхи çу уйăхĕнче хаçат редакцин секретарĕ пулса тăрать. 1920-мĕш çул пуçламăшĕнче амăшĕ чирленĕ пирки вăл тăван ялне таврăнать. Ăна унта районсем хушшинчи пухура вăрттăн сасăларупа Çĕпрелти нумай лавкаллă потребительсен ушкăнĕн председатĕльне суйлаççĕ. Тепĕр çултан вара Тутарстанри потребительство ушкĕнĕсен Пăва уесĕнчи уйрăмне инспектор-ревизора куçараççĕ. Каярах ăна хĕсмете илеççĕ, анчах вĕрентекен пулнă май, каялла яраççĕ. 1921-мĕш çултан ун 45 çул тăсăлнă вĕрентекен ĕçĕ пуçланать. 1923-мĕш çулта ăна Пăва уесчĕн çутĕç пайĕн инструктор-инспекторне куçараççĕ, кайран пуçлăхăн çумĕ пулать. Тватă çул ĕçленĕ хыççăн вăл Чĕмпĕр кĕпернин çутĕç уйрăменче наци шкулĕсен инспеторĕнче ĕçлет. Вăл вĕрентекен квалификацине ӳстерекен курсене йĕркелесе ертсе пырать. Ăна Чĕмпĕр хулин рабочисемпе карсноармеецсен Канашĕн пайташĕн кандидатне суйлаççĕ. 1930 çулта вăл ВКП (б) пайташĕн кандидачĕ пулса тăрать. Вĕренӳ округĕсене пĕтернипе аăа Вăтам Атăл Крайĕнчи Мелекесс (хальхи Чĕмпĕр облаçĕ) районĕн çутĕç пайĕн пуçлăхне лартаççĕ. Район пухăвĕнче ăна райисполком пайташне тата ун Президиумĕн пайташĕн кандидатне суйлаçĕ. Кунта унăн çутĕç пайне ĕçлеме тата шкулсем валли вĕрентекенсем тупас енĕпе хастар ĕçлет. Тата шкулсемпе клубсене чарăнмасăр ĕçлетерсишăн те вăл ява тытать. Мелекесс районĕнче тĕрлĕ халăх пурăннипе Муромцев чăвашла, тутарла лайăх пĕлни питĕ пулăшнă. Вăл нумай çул хушши аслă пĕлӳ иилме ĕмĕтленнĕ, анчах яланах тĕрлĕ ĕç хушса пыныпе вĕренме кайайман. 1931-мĕш çулта çеç Мелекесс ВКП(б) райкомĕ ăна Мускаври В.И.Ленин ячĕллĕ патшалăх педагогика институтне командировкăна ярать. Унта вăл экономика факультетне вĕренме кĕрет. Институтра ВКП(б) пайташне йышăнаççĕ. 1934-мĕш çулта вĕренсе пĕтерсен Муромцева Серпухов хулинчи Мускав облаçĕн „Мускав рабочийĕ“ ятлă парти хаçат шкулне ĕçлеме яраççĕ, унта ăна директорĕн вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетеççĕ. 1939-мĕш çулта серпуховра педагогика училищинчен Вĕрентекенсен институчĕ туса хураççĕ, Николай Васильевич Муромцева лайăх йĕркелен пулнипе унта директор пулма шанаççĕ. Икĕ çул хушшинче çак института 600 ытла çын вĕрентет. 1941-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшенче вăрçă пуçланнипе института хупаççĕ. Çак вăхăтрах вăл аспирантурăра политэкономи кафедринче вĕренет. Института хупнă пирки РСФСР çутĕç министерстиви Муромцева Соликамскри вĕрентекенсен институчĕн директорне тата марксизм-ленинизм никĕсĕсене вĕрентекене çирĕплетет. Соликамскра вăл 1946-мĕш çулччен, института хупиччен, ĕçлет. 1946-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче ăна Мускав облаçĕн çутĕç уйрăмĕн пуçлăхĕн 1-мĕш çумне çирĕплетеççĕ. Унта вăл 1947-мĕш çулхи авăн уйăхĕччен ĕçлет. Нумай çул хушши яваплă вырăнсенче пĕтĕм вăйне хурса ĕçлени унăн сывлăхне хавшатать. Вара врачсем сĕннипе вăл Мускав хула вĕрентекенсен институчĕнче вĕрентме тытăнать. Институтра вĕреннĕ хушăра вăл “Социал-демократические организации Москвы 90-х годов” темăпа кандидат диссертацине хӳтĕлет, тата Ломоносов ячĕллĕ МПУ çумĕнчи марксизм-ленинизм вĕрентекенĕсен квалификацине ӳстерекен института пĕтерет. 1951-мĕш çулта Интитута хапсан вăл Мускаври В.И.Ленин ячĕллĕ патшалăх педагогика институчĕн истори кафедрин доценчĕ пулса ĕçлет. Мускаври Фрунзе районĕн еçлекенсен Канашĕн депутачĕ, институтри партбюро членĕ, местком председатĕлĕ, обществăлла ăслăхсен кафедрин Аслăх канашĕн секретарĕ. 1963-мĕш çулта сывлăхĕ питĕ начарланнипе пенсие каять. Обшество ĕçне прахмасть, Ворошлов районĕнчи ЖЭК-11 партбюрора идеологи енĕпе ĕçлет.

Ӗçĕсем

тӳрлет
  • “История чувашской культуры”.

Чысĕсем

тӳрлет
  • Соликамк хула ĕçтăвкомĕн тата ВКП (б) горкомĕн хисеп грамоти (1945).
  • “Çутĕç отличникĕ”.
  • Мускав хулин çӳтĕç,.аслă шкул, ăслăх ĕçченĕсен профсоюзĕн грамоти.
  • медальсем.

Каçăсем

тӳрлет

Муромцев6н кун-çулĕ cap.ru çинче