Мокеев Эрнст Матвеевич

Эрнст Матвеевич Мокеев (12.12.1936, Канаш, Чăваш АССР çур.), ЧАССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, кинорежиссер, РФ кинематографисчĕсен тата РФ журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ[1].

Эрнст Мокеев
Çуралнă чухнехи ят: Эрнст Матвеевич Мокеев
Çуралнă вăхăт: 1936, çĕртме, 12
Çуралнă вырăн: Канаш, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Чыславсем: ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ

Кун-çулĕ

тӳрлет

Эрнст Матвеевич 1936 çулта Канаш хулинче çуралнă. Пĕтĕм Союзри Кинематографин патшалăх институтĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн Раççейри кино- тата телестудисенче ĕçленĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Э.М. Мокеев «Полярный лётчик», «Салам, Адыгея», «Водолазы», «Мужество», «Репетиция в воскресенье» тата ытти документлă фильмсен сценарийĕн авторĕ. Чăваш Енпе çыхăннă 100-е яхăн киноорчерк авторĕ те вăлах. Тĕслĕх вырăнне хăшне-пĕрне кăна асăнар: «Алтăр», «Рядовой Харитонов», «Красный поезд», «Гобоист Анатолий Любимов», «Композитор Григорий Хирбю», «Поёт Ираида Вдовина», «Композитор Фёдор Васильев». Вăл акварельпе ӳкернĕ «Манăн Чăваш Енĕм», «Нарспи», «Мастер и Маргарита» ӳкерчĕксен серине Мускавра тата Шупашкарта кăтартнă. Унăн ӳкерчĕкĕсене тата калавĕсене «Юность» тата «Молодая гвардия» журналсенче пичетленĕ.

Чысланисем

тӳрлет
  • ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет