Моис Иван Григорьевич
Моисеев Иван Григорьевич (1912 çул, авăн, 21, Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕ — 2001 çул, Хусан) — чăваш çыравçи.
Иван Моис | |
Çуралнă чухнехи ят: | Моисеев Иван Григорьевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1912, авăн, 21 |
Çуралнă вырăн: | Турхан ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Чăваш Ен, Çĕмĕрле районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 2001, авăн, 22 |
Вилнĕ вырăн: | Тутарстан, Хусан |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи |
Жанр: | повеç, роман, калав |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Пурнăçĕ
тӳрлет1912 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă.
Нурăсри иккĕмĕш сыпăкри шкулта, Мускаври журналистика тата педагогика институтĕнче вĕреннĕ.
Вăрçă кунĕсенче дивизи хаçачĕн литература ĕçтешĕ пулнă. Кунта ăна малтан Шупашкарти «Канаш» хаçат редакцийĕнче пухнă пĕлӳ вырăнлă пулнă.
Вăрçă хыççăн Моис «Коммунизм ялавĕ» хаçат корреспонденчĕ, колхоз тата райĕçтăвкомĕн председателĕ пулнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлет1930-мĕш çулсенче «Çĕнтерӳ хирĕсенче» очерк кĕнеки (1937) тата «Çер чĕнет» калавсен пуххи (1935) тухнă. «Эпир лашман йăхĕнчен» роман çырса кăларнă. Романăн пĕрремĕш кĕнеки 1986 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă, иккĕмĕшĕ Çĕмĕрле район хаçатĕнче пичетленнĕ. Виççĕмĕшĕ вара Иван Григорьевичăн архивĕнче ал çырăвĕсем пек юлнă.
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |