Филиппова Лидия Ивановна
Филиппова Лидия Ивановна (паспорт тăрăх Михайлова хушаматпа çÿрет, псевдонимĕсем - Алла Давыдова, Амина Турхан; 23.5.1967, Малтикас (Çеçпĕл) ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР, РСФСР çур.) — чăваш сăвăçи, прозăçи, журналист-публицисчĕ.
Лидия Филиппова | |
Çуралнă чухнехи ят: | Филиппова Лидия Ивановна |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1967, çу, 23 |
Çуралнă вырăн: | Малтикас (Çеçпĕл) ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР, РСФСР |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçи, публицисчĕ |
Жанр: | поэзи, проза, публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Филологи ăслăхĕсен кандидачĕ. Доцент. ЧР тата РФ Журналистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Чăваш Республикин Профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕн председателĕ пулнă (2019 - 2021 çç.), Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлет1967 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче çуралнă.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш журналистика уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă.
1989-1994 çулсенче Пушкăртстан Республикинче тухса тăракан «Урал сасси» хаçатра тăлмач, корреспондент, яваплă секретарь, редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1994-2021 çулсенче — «Хыпар» хаçатăн вĕрентӳпе ăслăх, культурăпа наци политики пайĕн корреспонденчĕ. 1997-1999 çулсенче — «Чăваш ен» телерадиокомпанин Чăвашрадиора информаципе публицистика кăларăмĕсен пайĕн редакторĕ. 1999 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеме тытăннă, «Ульяновец» хаçатăн тĕп редакторĕ, ЧПУ журналистика факультечĕн доценчĕ пулнă. Каярах ЧР Патшалёх Канашĕн "Республика" хаçачĕн директорĕ - тĕп редакторĕнче, ЧР Культура министерствин этноконфесси пайĕн пуçлăхĕнче, "Тăван Атăл" литература журналĕн редакторĕнче вăй хунă.
Ĕçĕсем
тӳрлетУнăн 21 (çирĕм пĕр) кĕнеке пичетленсе тухнă:
- «Ан ӳпкеле» (2000);
- «Тĕл пулăпăр чунсен ытамĕнче» (2001);
- "Чăваш тĕнчи";
- "И вновь я восхваляю чуваша";
- "Заколдованная черемуха";
- "Ректор - это призвание";
- "Пророк земли чувашской";
- "Легенда чувашского здравоохранения";
- "Записки академика";
- "Не верь, не бойся, не проси...";
- "Нынешний век" (поэма);
- "Секта"
- тата ыттисем.