Михаил Мокшанов

Михаил Фёдорович Мокшанов (2.11.1959, Хорнуй, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП çур.) - опера юрăçи, бас, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2000)[1][2]

Михаил Мокшанов
Çуралнă чухнехи ят Михаил Фёдорович Мокшанов
Çуралнă вăхăт 1959, чӳк, 2
Çуралнă вырăн Хорнуй ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, ССРП
Професси опера артисчĕ
Гражданлăх
Хастар çулсем 1991 - х.в
Театр Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
Рольсем Король Рене, Гремин, Сурин, Бартоло, Малюта, Спарафучильо, Зупан
Спектакльсем "Иоланта", "Евгений Онегин", "Пиковая дама", "Севильский цирюльник", "Царская невеста", "Риголетто", "Цыганский барон"
Чыславсемпе парнесем Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2023), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ

Биографи

тӳрлет

1959 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕрекен Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче çуралнă.

Сарăтури Л. Собинов ячĕллĕ патшалăх консерваторинче вĕренсе тухнă.

1991 çултанпа - Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕн солисчĕ.

Пултарулăхĕ

тӳрлет

Артист репертуарĕнче — Король Рене ("Иоланта"), Гремин ("Евгений Онегин"), Сурин ("Пиковая дама"), Бартоло ("Севильский цирюльник"), Малюта ("Царская невеста"), Спарафучильо ("Риголетто"), Зупан ("Цыганский барон") тата ыттисем те.

Вуламалли

тӳрлет
  • Моисеев, Г. Ырӑ чунлӑ, пысӑк чӗреллӗ ҫын / Г. Моисеев // Ҫӗнтерӳ ялавӗ (Муркаш районӗ). — 2023. — 3 пуш/март (№ 8). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Эсекел, Г. Анлӑ ҫул / Г. Эсекел // Ялав. — 1999. — № 2. — С. 88-89.
  • Эсекел, Г. Хӑйӗн хушаматне курсан савӑннӑ / Г. Эсекел // Хыпар. — 2019. — 11 кӑрлач. — С. 11.
  • Заломнов, П. Д. Мокшанов Михаил Федорович / П. Д. Заломнов // Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены. — Чебоксары, 2002. — С. 93.
  • Мокшанов Михаил Федорович // Моргаушский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2002. — С. 88.
  • Мокшанов Михаил Федорович // Энциклопедия Моргаушского района. — Чебоксары, 2020. — С. 240-241.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет