Митта Ваçлей ячĕллĕ преми
Митта Ваçлей ячĕллĕ премине Патăрьел районĕнчи Начар Упи ялĕнче ӳссе çитĕннĕ Иванов Илья Арсентьевич (Илле Иванов) 1983-мĕш çулта никĕсленĕ.
Преми лауреачĕсем
тӳрлетТĕрлĕ вăхăтра Митта Ваçлей ячĕллĕ премине çак çынсем тивĕçнĕ:
- Айхи Геннадий Николаевич — чăваш халăх сăвăçи.
- «Шуçăм» ансамбль, ертӳçи В.Фролов (Патăрьел районĕ)
- Ахун Валем Осипович — сăвăç, тăлмач, халăх пултарулăхне пухаканĕ.
- Балтаев Николай Михайлович — ӳнерçĕ.
- Борлен Борис Леонидович — сăвăç.
- Бэкстрём Анника — чăвашла сăвăсене шведла куçаракан.
- Давыдов-Анатри Василий Иванович — халăх сăвăçи, публицист.
- Долгов Владимир Ниолаевич — журналист.
- Енилин Николай Аристархович — Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳнерçи.
- Игнатьев Василий Герасимович — çыравçă.
- Исаев Геннадий Ильич — ӳнерçĕ
- Исмуков Николай Аверкиевич — сăвăç, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ
- Карсаков Владимир Фёдорович — телекурав режиссёрĕ
- Карягина Марина Фёдоровна — сăвăç
- Кириллова Надежда Мефодьевна — артист
- Красова Лидия Федоровна — актриса
- Çăлкуç Пётр Николаевич — сăвăç
- Лисина Ева Николаевна — çыравçă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
- Мартьянова Любовь Васильевна — сăвăç.
- Оринов Вячеслав Николаевич — режиссёр, артист.
- Робель Леон — француз сăвăç-тăлмач.
- Сатур Станислав Николаевич — сăвăç.
- Скарчиа Джанроберто — Венеци универсичĕн (Итали) профессорĕ.
- Степанов Владимир Васильевич — прозаик.
- Сунтал Михаил Павлович — çыравçă-журналист, философи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ.
- Тревизан Алессандра — Венеци универсичĕ çумĕнчи Француз чĕлхипе литература институчĕн ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- Турхан Кузьма Сергеевич — сăвăç, тăлмач
- Хусанкай Атнер Петрович — ЧПГĂИ чĕлхе пĕлĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- Чамжаева Полина Владимировна — артист.
- Чекушкина Клара Ивановна — музыка ĕçченĕ, юрăç
- Эйзин Петр Егорович — сăвăç, тăлмач.
- Юмарт Геннадий Фёдорович - сăвăç, тăлмач, фольклор пухаканĕ.
- Яковлев А. - вĕреневçĕ (Пушкăрт Республики)
- Яковлев Юрий Васильевич — литература хаклавçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ
- Эревет Петр — сăвăç, журналист