Микки Микули (чăн ячĕ Иванов Николай Иванович), — литературовед. 1929 çулхи раштавăн 16 халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районне кĕрекен Лешкас Асламас ялĕнче çуралнă.

1958 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать. 1958 çулта филологи ăçлăлăхĕсен кандидачĕ ятне панă.

ПурнăçĕТӳрлет

Чăваш педагогика институтĕнче, аспирантурăра пĕлӳ пухнă.

Шкулта, чăваш кĕнеке издательствинче, тĕпчев институчĕнче, «Çамрăк коммунист» хаçатпа «Ялав» журнал редакциĕсенче, университетра ĕçленĕ.

ӖçĕсемТӳрлет

Критикăлла статьясем, тĕпчев ĕçĕсем çырать. К. Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ ăна уйрăммăн кăсăклантарать.

Пурĕ 10 ытла кĕнеке пичетленсе тухнă:

  • «Чăваш сăвви»;
  • «Поэзи сипечĕ»;
  • «Чăваш халăх поэчĕ П. Хусанкай» (1978);
  • «Поэт хавалĕ» (1984);
  • тата ыттисем.

Вырăсла тухнисем:

  • Время и стих (Вăхăт тата сăвă йĕрки, 1981);
  • тата ыттисем.