Максим Ястран
Максим Григорьевич Григорьев (Максим Ястран, 1916, Вăрманкас ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Элĕк районĕ, Чăваш Республики) - 1942, авăн, 11, Сталинград патĕнче, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ[1]
Максим Ястран | |
Çуралнă чухнехи ят: | Максим Григорьевич Григорьев |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1916 |
Çуралнă вырăн: | Вăрманкас ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Элĕк районĕ, Чăваш Республики) |
Вилнĕ вăхăт: | 1942, авăн, 11 |
Вилнĕ вырăн: | Сталинград, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи |
Пăхăнулăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвăç, тăлмач |
Жанр: | поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
СССР ÇП йышне 1962 çулта (вилнĕ хыççăн) илнĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетМаксим Григорьев 1916 çулта Хусан кĕпернине кĕрекен Етĕрне уесĕн Вăрманкас ялĕнче (халĕ Элĕк районĕ, Чăваш Ен) чухăн çĕр ĕçтĕшĕсен çемьинче çуралнă. Шкулта пĕлӳ илнĕ чухнех ăна поэзи тĕнчи илĕртнĕ. Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишшин кĕнекисене питĕ кăмăлланă.
Асакасинчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕренсе тухсанах Макçăм Шупашкарта, рабфакра вĕренет.
1936—1939 çулсенче Максим Григорьев «Хатĕр пул» журнал, «Çамрăк большевик», «Пионер сасси» хаçатсен штатĕнче вăй хурать.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине ăна 1942 çулăн пуçламăшĕнче йыхравлаççĕ. Унăн чаçне Сталинграда хӳтĕлеме тивлет лекет. Фронтра та сăвăç сăвă çырать: «Вилнĕ туса», «Медсестра», «Колхоз урхамахĕ», «Хĕр юрри», «Пирĕн аттен çиччĕ ывăл пулнă».
Çав çултах, кĕркунне Сталинградра çапăçса Максим Ястран пуçне хунă.
1962 çулхи çу уйăхĕнче ăна СССР ÇП илнĕ.
Литература ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетХăйĕн пĕрремĕш сăввине («Субботник хыççăн») Максим Ястран 1935 çулта «Çамрăк колхозник» хаçатра пичетлет. Сăвăçа «Беседа в саду» сăвă паллăха кăларать.
Ястран лирика жанрĕнче хевтелет, çаплах пысăк поэмăсене, сăмахран, «Сергей Киров», «Çичçунатлă ăмăрткайăк», «Асам лампи», хайланă.
Ястран чăваш челхине Г. Гейне, А. Пушкинăн, М. Лермонтовăн, Т. Шевченко, В. Маяковскин, К. Симоновăн, С. Михалковăн, И. Чавчавадзе сăввисене куçарать.
Вăрçă умĕн Ястран «Чăваш коммуни» хаçатра корреспондент ĕçне пурнăçласа пырать. Асăннă хаçатăн 1941 çулхи çĕртмен 27-мĕшĕнчи кăларăмĕнче унăн «Эпир тăшмана пĕрре мар аркатнă» сăвви çут тĕнчене тухать.
Асăнмалăх
тӳрлетМаксим Ястран çуралнăранпа 100 çул çитет[2]
Вуламалли
тӳрлет- «Аликовская энциклопедия», редколлеги: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .