Макаров Ефим Макарович

Макаров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Ефим Макарович Макаров (23.12.1887, Малти Паçпак ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Паçпак ялĕ) – 13.11.1958, Сĕнтĕрвăрри хули, Чăваш АССР РСФСР, ССРП) — Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1940), РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1958)[1]

Макаров Ефим Макарович
Çуралнă вăхăт: 1887, раштав, 23
Çуралнă вырăн: Малти Паçпак ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Паçпак ялĕ), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1958, чӳк, 13
Вилнĕ вырăн: Сĕнтĕрвăрри хули, Чăваш АССР РСФСР,
Патшалăх:

ССРП

Альма-матер: Хусанти ветеринари институчĕ
Чыславсемпе парнесем


Шаблон:Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ — 1958 Ленин орденĕ

Биографи

тӳрлет

1887 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче Малти Паçпак ялĕнче çуралнă.

1910 çулта Хусанти фельдшерсен шкулĕнче вĕренсе тухнă та Тобурдан ялĕнчи сыватăшра тухтăр пулса ĕçленĕ. 1911-30 çулсенче Шупашкарти сыватăшра ĕçленĕ. 1925–30 çулсенче Чăваш АССР Халăх комиссариатĕнче трахома чирĕпе инструктор тивĕçне туса пынă.

1934 çулта Хусанта медицина институтĕнче аслă пĕлӳллĕ тухтăр профессине алла илнĕ. 1930-41 çулсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнче сывлăха сыхлакан уйрăма ертсе пынă.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче, вăрçă тапрансан, Хĕрлĕ Çара хĕсмете тăнă, Канаш хулинчи 3070-мĕш №-лĕ эвакохоспитăлĕн пуçлăхĕ пулма хушнă. Демобилизациленсен – 1946–48 çулсенче Сĕнтĕрвăрри районĕн сыватăшĕнче тĕп тухтăрĕ, 1948–55 çулсенче çавăнтах инфекци уйрăмĕн ертӳçи.

Чыслани

тӳрлет
  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1940)
  • РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1958)
  • Ленин орденĕ

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Чувашская энциклопедия 2021 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.