Макаров Виктор Ильич
Макаров Виктор Ильич (1910-), 4-мĕш Украина фрончĕн 346-мĕш перевçĕсен дивизин 1166-мĕш перевçĕсен полкĕн çуран разведка взвочĕн перевçи, Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илме тăратнă, анчах Хĕрлĕ Ялав орденне çеç панă[2]. Вăл Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесĕнчи Элшел ялĕнче çуралнă[3] . Чăваш.
Макаров Виктор Ильич | |||||
Çуралнă вăхăт | 1910 -мĕш çул | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Раççей империйĕ Чĕмпĕр кĕперни Пăва уесĕ, Элшел [1] | ||||
Вилнĕ вăхăт | 24 раштав 1944 | ||||
Вилнĕ вырăн | Ленкимай, Литва ССР, СССР | ||||
Пăхăнулăх | СССР | ||||
Çар ăрачĕ | пехота | ||||
Хĕсмет çулĕсем | 1942—1944 | ||||
Хисеп | |||||
Чаç | 4-мĕш Украина фрончĕн 346-мĕш перевçĕсен дивизин 1166-меш перевçĕсен полкĕ | ||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлетХусан хулинчи Ленин военкомачĕ урлă 1942-мĕш çулта Хĕрле Çара илнĕ[4].
1943-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Крым çурутравĕн çурçер çыранне тĕпчеме приказ илнĕ хыççăн разведка ушкăнĕпе пĕрле Сиваш урлă каçса Биют-Кият пурăнан выранта тӳрех çапăçăва кĕрет. Ку çапăсура Макаров автоматран 15 тăшмана пĕтерсе ушкăнпа пĕрле 19 гитлеровца тыткăна илет[5].1943-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Асикадан тата Монастырка пурăнан вырантсемшĕн çапăçусенче пĕрремĕш атакана çĕкленсе 25 гитлеровец таран пĕтерет.
1944-мĕш çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче 437-мĕш уйрăм медсанбатра çапăçури сурансенчен вилет. Литван Клайпеда уесĕн Скоудас районĕн Лянкимай хулинчи 1941-1945 çулсенчи вăрçăра вилнĕ совет салтакĕсен масарĕнче пытарнă.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Халăх астăвăм сайчĕ
- ^ Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
- ^ Светлана Брайловская «Российская газета» продолжает искать родственников бойцов, посмертно представленных к высоким наградам. — № 6640.
- ^ Книга Героев: Герои Советского Союза Т. 2.
- ^ Михаил Черепанов. Пряжка защитника Севастополя. — № 147.
Каçăсем
тӳрлет- Тутар АССРĕнчен Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне пама тăратнă хĕсмете илнĕ салтаксеме офицерсем, анчах ку чыса илменнисем
- Халăх астăвăм сайчĕ. Хăюлăх медалĕ
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |