Макарова Антонина Макаровна
Антони́на Мака́ровна Мака́рова (качча кайсан Ги́нзбург), «Тонька-пулемётчица» витлевĕ (1921 — çурла, 11 1979) —Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнчи Локоть тăрăхĕн палачĕ, нимĕç оккупаци влаçĕпе вырăс коллаборационисчĕсен хĕсметĕнче тăнă чухне 1500 ытла çынна персе вĕлернĕ[1].
Антонина Макаровна Макарова | |
выр. Антонина Макаровна Макарова | |
Ӳкерчĕк:Makarova-Ginzburg.GIF | |
Çуралнă чухнехи ят | выр. Антонина Макаровна Парфёнова |
---|---|
Чӑн ят | выр. Антонина Макаровна Макарова |
Çуралнă вăхăт | 1921 ç. |
Çуралнă вырăн |
Малая Волковка ял, Сычёвский уесĕ, Смулен кĕперни, РСФСР |
Вилнĕ вăхăт | Çурла, 11, 1979 |
Вилнĕ вырăн | Брянск, РСФСР, СССР |
Гражданлăх | ССРП |
Пăхăнулăх | ССРП |
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетЛокоть хăйтытăмлăх енĕнче ирсĕр ĕçĕсем
тӳрлет1941 çулта, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче санитаркă пулнăскер, оккупициленĕ территорире юлать. Хăйĕн кăмăлĕпех . Локоть тăрăхĕн Локоть районĕнчи пулăшав полицине (см) çырăнать, унта вăл совет партизанĕсемпе вĕсен тăванĕсене персе пăрахнă (пурĕпе 1500 çынна яхăн, официаллă информаципе). Çынсене персе пăрахма полицире Максим пулемёта ыйтнă.
Вăрçă вĕçĕнче Макарова медицина аппăшĕн суя документне тупса хоспитăле ĕçе вырнаçнă, В. С. Гинзбург фронтовика качча тухнă, упăшкин хушаматне илнĕ.
Айăпшăн тавăрни
тӳрлетЧылай хушă ПХК органĕсем сутăнчăка тупма пултарайман, мĕншĕн тесен çуралнă чухнехи хушамачĕ Парфёнова пулнă, анчах та йăнăшшăн Макарова тесе çырнă. Тĕменре пурăнакан пиччĕшĕ ютçĕре кайма 1976 çулта анкетăна хыпар тултарнă чухне тин çак çие тухать[2]. Макаровăна 1978 çулхи çулла Лепельре (Белорус ССР) аресленĕ, вăрçă йĕксĕкне Брянск облаçĕн 1978 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕнчи суд сессийĕн йышăнăвĕпе 1979 çурлан 11-мĕшĕнче унăн пурнăçне татнă.
Документлă кино
тӳрлет- «Следствие вели…», документлă сериал. Девушка-палач — НТВ, 2006
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ NEWSru.com Из истории Отечественной войны: по приговору фашистов советская девушка Тоня расстреляла 1500 детей, женщин и стариков (2005-12-03). çăлкуçран архивланă 20 Чӳк уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 14 Чӳк уйӑхӗн 2012.
- ^ Петрушин А. А. Тюмень без секретов, или Как пройти на улицу Павлика Морозова. — 1-мĕш кăл. — Тĕмен: Мандр и Ка, 2011. — 1.000 экз. — ISBN 5-93020-449-7
Каçăсем
тӳрлет- Из истории Отечественной войны: советская девушка Тоня расстреляла 1500 детей, женщин и стариков
- Две жизни женщины-палача
- Смертный приговор для Тоньки-пулемётчицы. Часть I(ĕçлемен каçă)
- Смертный приговор для Тоньки-пулемётчицы. Часть II 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Следствие вели…» с Л. Каневским. Выпуск 20. Девушка-палач. Тонька-пулеметчица