Май Порецкий (Майоров Владимир Николаевич, 1963, Долгая Поляна, Пăрачкав районĕ, Чăваш АССР çур.) — бард, хăйĕн юррисене шăрантараканĕ, усламçă.

Май Порецкий
Çуралнă вăхăт 1963
Патшалăх ССРП,
РФ
Профессисем юрăç, усламçă, продюссер
Инструментсем гитара, баян
Жанрсем поп, автор юрри
Майоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Биографи тӳрлет

1963 çулта Чăваш АССР кĕрекен Пăрачкав районĕнчи Долгая Поляна поçолăкĕнче вĕрентӳçĕсен çемьинче çуралнă. 1977-1980 çулсенче Шупашкарти физика-математика шкул-интернатĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ.

1980 çулта Мускавра МИФИ теориллĕ тата экспериментлă физика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1981 çулта МАДИ-не куçнă, 1986 çулта вĕренсе тухнă.

Пултарулăхĕ тӳрлет

Ачаранах мусăка кăмăлланă. Гитарăна алла илсен, ытларах вырăсла поп- тата акăлчанла поп- тата рок- композицисене шăрантарма вĕреннĕ. Шкулта ВИА йĕркеленĕ, дискотекăсенче вылянă.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет