Лу Синь (кит. йăлаллă 魯迅, ахаль 鲁迅, пиньинь Lǔ Xùn, палл. Лу Сюнь, Синь диалект пуплевĕ; авăн, 25 1881юпа, 19 1936), чан ячĕ Чжоу Шужэнь (китай 周树人) — китай çыравçи, XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнчи Китай литературипе этем пĕрлĕх политика шухăшĕн аталанăвĕнче пысăк ĕç тунăскер. Ăна хальхи китай литературине никĕс хываканĕ теççĕ.

Лу Синь
Lǔ Xùn
Çуралнă чухнехи ят: Чжоу Шужэнь
Çуралнă вăхăт: авăн, 25, 1881
Çуралнă вырăн: Шаосин
Вилнĕ вăхăт: юпа, 19, 1936
Вилнĕ вырăн: Шанхай
Гражданлăх: Китай
Ĕçлев тĕсĕ: китай çыравçи
Шаблон:Commonslink Викиампарта

Çĕнĕ конфуци шухăшне никĕс хывакан Чжоу Дуньине 32-мĕш ăру сыпăкĕнче тăван пулать[1].

Лу Синь ятне Меркури планета çинчи кратера панă.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Чжэцзян провинцири Шаосин хулинче çуралнă. Çуралнă чухнехи ячĕ Чжоу Чжаншоу пулнă, кайран вăл ăна Чжоу Юцай çине улăштарать, юлашкинчен вара хăйне Чжоу Шужэнь (樹人) ят йышăнать.

Чжоу çемьи ăс-хакăллă шутланнă, унăн аслашшĕ, Чжоу Фуцин (周福清), Ханьлинь Академинче ĕçленĕ; амăшĕ хăй тĕллĕнех вулама вĕреннĕ.

Ашшĕ хроникăллă туберкулёзпа чирлесе вăхăтсăр сĕре кĕрсен Лу Синь медицина пĕлӳне илме пикенет. Китай халăхĕн йăла медицини хăйĕн ашшĕне сиплейменнине пула, вăл Сэндай медицина академинче (Сэндай (Япони) вĕренсе тухса 1904 çулта ăсчах степенне тивĕçет.

1898 — 1899 çулсенче Лу Синь Цзяннань тинĕс-çар академинче (江南水師學堂) пĕлӳне ӳстернĕ, кайран академи çумĕнчи Ту ĕçĕсемпе чукун çул шкулне (礦路學堂) вĕренме куçать. Кунта вăл пĕрремĕш хут анăç пĕлӳлĕхĕпе, ăсчахлăхĕпе паллашать; нимĕçпе акăлчан чĕлхине алла илет, ютçĕр ăслăх тата илемлĕ литературине вулать.

Правительствăн стипенди программипе Лу Синь 1902 çулта Японие çитет. Унта вăл Кобун институтне – китай студенчĕсене Япони университечĕсене кĕме пулăшакан шкула вĕренме кĕрет. Кунта вăл классик китай чĕлхипе хăйĕн пĕрремĕш эссине хайлать, джиу-джитсу кĕрешӳпе тăрмашать.

1903 çулта вăл киле таврăнать те хута пĕлмен сумлă мар çемьерен хĕре качча илет.

Лу Синь

тӳрлет

Лу Синь е Лу Сюнь – Чжоу Шужэнь (1881 çулхи авăн, 25 – 1936 çулхи юпа, 19) — Китайăн XX ĕмĕрти чаплă çыравçăн суя ячĕ. Нумайăшĕ ăна хальхи китай литературине никĕслекенĕ теççĕ. Классика китай тата Пайхуа чĕлхипе çырнă. Лу Синь кĕске калавсене хайланă, пултару ĕçĕсене редакциленĕ, куçарнă, тиркенĕ, сăвă тексчĕсене шăрçаланă. 1930 çулта Шанхайри сулахай çыравçăсен Лигин титуллă пуçлăхĕ пулса тăрать.

Вăл Çăвăн 4-мĕш юхăмĕ хыççăн чапа тухать. Мао Цзэдун хăйĕн пурнăçĕ тăршшипех Лу Сине хисепленĕ. Лу Синь сулахай шухăша кăмăллана пулсан та, вăл нихăçан та ККП ĕретне кĕмен.

Сэндай

тӳрлет

Лу Синь 1904 çулта Сэндай медицина академине вĕренме кĕрет — унта вăл пĕрремĕш ютçĕр студенчĕ пулать.

Хăйĕн вĕрентӳçине, Фудзино Гэнкурăна вăл хисеплет; çакна Лу Синь «Фудзино хуçа» эссере, «Ĕнтрĕкре татнă ир чечекĕсем» мемуарĕнче кăтартать.

Анчах та 1906 çулăн пуш уйăхĕнче Лу Синь кĕтмен çĕртен вĕренме пăрахать те колледжран тухса каять. Хăйĕн паллă «Пăшала тыт» (呐喊,сăмахпа - «йыхрав, чĕнӳ») пухăмĕн умсăмахĕнче вăл академирен мĕншĕн тухса кайнине ăнлантарса парать. Пĕррехинче уроксем хыççăн, Лу Сине япун вĕрентӳçисенчен пĕрри 1904-1905 çç. вырăс-япун вăрçи тапхăрĕнче тытнă китай шпионĕсене айăпласа вĕлернĕ фотослайдсене кăтартать. Слайд çинче вăл хăйĕн пĕр тусне палласа илет. Ăна вĕлермелле айăпланă.

Юлашки кунĕсем

тӳрлет

1936 çулта Лу Синĕн ӳпкине туберкулёз ярса илет. Çав çулăн пуш уйăхĕнче унăн сывлăхĕ начарланать, сив чирпе астма тапăнать. Çĕртме-çурла уйăхĕсенче каллех япăхланса каять. Юлашки кунĕсенче, «сывлăх çаврăнса килнĕ чух», вăл иккĕ эссе – «Вилĕм» тата «Çак та пурнăç» — хайлать. Юпан 18-мĕшĕнче тухтăр ăна асапанасран канăç парать те талăк хушши унăн патĕнче арăмĕ ларать. Юпан 19-мĕшĕнче, 5 сехет те 11 минутра çут тĕнчерен уйрăлса каять. Вилтăпри Шанхай хулинчи унăн ячĕпе хисепленекен паркри мавзолейре.

Ӗçĕсем

тӳрлет

«А-Кью тĕп-тĕрĕс халапĕ», «Акăш-макăшăн кун кĕнеки».

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 清光绪三年修木活字本《越城周氏支谱》,上海图书馆

Каçăсем

тӳрлет