Литографи
Литографи (ав.гр. λίθος — чул тата γράφω — çыратăп, ÿкеретĕп) — căрăна лаптак пичет калăпĕнчен пусăнтарса хут çине куçарса пичетлеме май паракан пичет мелĕ.
Пичет мелĕ
тӳрлетЯкатса хатĕрленĕ чул çийĕнче, ытларах хытă та пĕр пек акшар чулĕ илеççĕ, çуллă литографи карандашĕпе е çуллă литографи тушĕпе малтанхи ÿкерчĕке хатĕрлеççĕ.
Ӳкерчĕке ÿкерсе хатĕрленĕ хыççăн чул çийне кăштах йӳçĕкпе çийентереççĕ. Çийĕнтернĕ вырăнĕсене кăштах шывпа йĕпетеççĕ, анчах вăл вырăнсене литографи сăрри çыпçăнмасть, çуллă ÿкерчĕклĕ вырăнĕсене вара шыв йĕпетейместь, анчах та сăрă çăмăллăнах çыпçăнать.
Литографи чулне литографи станукĕнче хытарса çирĕплетсе майлаштараççĕ. Малтанхи ÿкерчĕкне чулĕ çинчен тасатаççĕ. Унăн вырăнне нÿрĕлетнĕ вырăнĕ çине пĕчĕк валпа хутласа олифлă пичет сăрри хураççĕ, чулăн лешĕ йӳçĕкпе çийентермен ÿкерчĕкпе тĕп-тĕрĕс пулса, ÿкерчĕклĕ вырăнĕсене çех çыпçăнать. Литографи станукĕ сăрăллă литографи чулĕ çине хут таткине тачă çапăнтарса пичетлет. Çапла вара, шурă хут çинче сăрăллă ÿкерчĕк пичетленсе тухать.
Хальхи вăхăтра литографи чулне пур çĕртре те тенĕ пек çăмăлтарах меслетлĕ пулнине кура, çÿхе металл лаптакĕпе улăштарнă.
Литографи мелĕпе усă курнă ÿнерçĕсем
тӳрлет- Джованни Баттиста Пиранези (Giovanni Battista Piranesi)
- Оноре Домье (Honoré Daumier)
- Эжен Делакруа (Eugène Delacroix)
- Одо Добровольский (Odo Dobrowolski)
- Анри де Тулуз-Лотрек (Henri de Toulouse-Lautrec)
- Пьер-Огюст Ренуар (Pierre-Auguste Renoir)
- Анри Матисс (Henri Matisse)
- Остроумова-Лебедева Анна Петровна
- Марк Шагал (Marc Chagall)
- Пабло Пикассо (Pablo Picasso)
- Станислав Выспянский (Stanisław Wyspiański)
- Наполеон Орда (Napoleon Orda)
- Евгений Адольфович Кибрик
- Валентин Александрович Серов
- Дмитрий Исидорович Митрохин
- Джон Маклафлин (John Dwyer McLaughlin)
- Сальвадор Дали (Salvador Dalí)
- Георгий Семенович Верейский (Vereiski Georgi)
- Мауриц Корнелис Эшер
- Роберт Раушенберг (Robert Rauschenberg)
Çăлкуçсем
тӳрлет- П.И. Суворов. Искусство литографии. — М.: Искусство, 1952.
- Дж.Родс. Генри. Литографское искусство. — Л.: Техника и производство, 1928.
- Коростин А. Ф. Русская литография XIX века. — Л.: Искусство, 1953.
- Т-во скоропечатни А. А. Левенсон: Ист. очерк и описание мастерских 1881-1903. — М., 1903.
Каçăсем
тӳрлетЛитографи Викиампарта? |