Эжен Делакруа

Фердинан Виктор Эжен Делакруа (1798-1863) — Европăри романтизм юхăмĕн ертсе пыракан франци ÿкерÿçи.

Эжен Делакруа
Eugène Delacroix
Хăйне хăй ÿкернĕ сăнар - 1837
Хăйне хăй ÿкернĕ сăнар - 1837
Çуралнă чухнехи ят: Фердинан Виктор Эжен Делакруа
Çуралнă вăхăт: 1798 çул, ака, 26
Çуралнă вырăн: Парис
Вилнĕ вăхăт: 1863 çул, çурла, 13
Вилнĕ вырăн: Парис
Жанр: историлле живопись
Стиль: романтизм
Паллă ĕçсем: Халăха йыхравлакан ирĕклĕх
Викиампарти ĕçсем

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Ачалăх-яшлăх çулĕсем

тӳрлет

Эжен Делакруа 1798 çулта, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Парижпа юнашар Шарантон Сент-Морис ятлă вырăнта çуралнă. Унăн ашшĕ, Шарль Делакруа, ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ пулса ĕçленĕ, анчах сас-хура тăрăх чăн ашшĕ Шарль Талейран пулнă. Амăшĕ Виктория, паллă сĕтел-пукан ăстин Жан-Франсуа Обенăн хĕрĕ пулнă. Илем туйăмне арçын ача амăшĕ енчен еткерсе илнĕ. Эженăн куккăшĕ хăй вăхăтри паллă сăнарçĕ Анри−Франсуа Ризенер (1767-1828) пулнă. Căмах май, Эженăн ача çулĕсем хавассăр иртнĕ.

Аслă Людовик лицейĕнчи вĕренӳ çулĕсем (1806-1815) ачан cавăнăçлăрах пулнă. Кунта вăл ӳкерес тата сăвăç ăсталăхĕнче пысăк пултаруллăх кăтартнă.

Анчах черчен çул ӳсĕмĕнчех ача тăлăха юлать. Çичĕ çулта ашшĕсĕр, вунпиллĕкре амăшĕсĕр пулать. Амăшĕ вилни виçĕ çул иртсен хăйĕн паллă "Кун кĕнекине" пуçлать. Ар çулне çитеччен аппăшĕ, Анриетта де Вернинак патĕнче усравра пурăнать. Аппăшĕ унран нумай аслăрах пулнă, вĕсен хушшинче нумай ăнлану та пулма пултарайман.

1815-мĕш çулта вăл Пьер Нарсис Герен (1774-1833) ăста лаççине хутшăннă. Тепĕр çултан ăна "Илем хăйлавĕсен шкулне" вĕренме илнĕ. Кунта вăл Теодор Жерикопа Ричард Бонингтон çамрăк ӳкерӳçĕсемпе паллашса туслашнă. Вăл гипс кĕлеткисене тишкерсе чăн пурнăçран нумай ӳкерет. Анчах чăн-чăн шкул уншăн Лувр музейĕ пулса тăнă. Шкултан Делакруа вĕренсе пĕтермесĕр, Рим премийĕн конкурсне хутшăнмасăрах тухса каять.

1819-мĕш çулта Салонта вăл " Медуза" сулли" ятлă ӳкерчĕке кăтартнă, 1822-мĕш çулта "Дантепе Вергилий", 1824-мĕш çулта " Хиосра хурах пусни", 1827-мĕш çулта " Сарданапал вилĕмĕ", " Аслатирен хăранă лаша", 1830-мĕш çулта «Халăха йыхравлакан ирĕклĕх» ӳкерет.

Çурçĕр Африкăри çулçÿревĕ

тӳрлет

1832-мĕш çулта Делакруа Мароккона çул тытать, çула май Алжира тата Испание çитсе курать. Ăна çулçуревĕ мĕнле вăйпа витĕм кÿрнине хаклама та йывăр.

 
Сарданапал вилĕмĕ - 1827

Уншăн çĕнĕ тĕнче уçăлать, куçа илĕртекен юмахри пек çĕр-шывсен пурнăçĕ унăн ÿкерчĕкĕсене çĕнĕ тĕссемпе пуянлатать. Кунта вăл питĕ нумай ÿкернĕ, вĕсен хушшинче: " Алжир хĕрарăмĕсем"(1834), " Лаша çийĕнчи арап", "Кушак", "Лаша пуçĕ" тата ытти те.

Паллă ĕçĕсен тапхăрĕ

тӳрлет

Мароккоран таврăнсан вăл депутатсен Палатин Трон пӳлĕмне сăрăпа ÿкерсе капăрлатать(1833-1837). Ун хыççăнах çĕнĕ хушнă ĕçе пурнăçланă - икĕ Палатăн Библиотекисенче пысăк та чаплă ансамбльсем ӳкернĕ (1838-1847). 1850-1851-мĕш çулcенче вăл Луврти Аполлон галлерейин варринчи плафонне илемлетет — "Пифон çĕленĕн çĕнтерÿçи—Аполлон". Ку ĕçсем ăна чăннипех çӳллĕ те мухтавлă шая хăпартаççĕ. Ӳкерӳçĕ илемлĕ сăмахлăх хайлавĕсемпе тата историпе тĕн темисемпе хавхаланса та чылай ĕçленĕ.

Ăсталăх хăйлавĕсен хушшинче — " Дон Жуан карапĕн арканăвĕ", " Кустантина хĕреспе ӳрекенсем ярса илни"(1840), "Ут йĕнерлекен Марокко çынни" (1855), "Гамлет", "Ревеккана Буагильбер вăрлани" (1859), "Иаков пирĕштипе кĕрешни" (1855-1861). Унсăр пуçне Делакруа Марокко асăнăвĕсем тăрăх çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсене хăйлать — " Çапăçакан лашасем", " Тинĕсрен тухакан лашасем"(1860), "Арăслан сунарĕ" (тĕрлĕ вариантcем), "Юланутлă арабсем шыравра" (1861), малтанхи ĕçĕсене тепре хутлать. Анчах та халь унăн сăррисен тĕслĕхĕ тем тери те пуянрах ĕçсемпе асамлăн мерченленсе куçа савăнтарать.

Çапла пулин те классицизм юхăмĕн паллă та хисеплĕ ÿнерçи Доминик Энгрпа (1780-1867) еткерчĕкĕсем унăн ăсталăхне уямасăр хурласа Академине çул паман. Ниме те пăхмасăр Делакруа академиксен шутне кĕме тивĕçет (1857-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕ). Ăна ăнланма пултаракан çыравçăсемпе кĕвĕ ăстисен хушшинче паллă ятсем — Стендаль, Готье, Мериме, Дюма, Гейне, Жорж Санд, Шопен, Мюссе. Чылайрахăшĕнпе вăл юлташлă пулнă, пир çинче сăнарĕсене хăварнă: "Жорж Санд сăнарĕ", "Фредерик Шопенăн сăнарĕ" (1838). Бодлер сăвăç ăна "ӳнерçĕ-сăвăç" тесе палăртнă.

Юлашки кунĕсем

тӳрлет

Юлашки çулсенче Делакруа Сент-Сюльпис чиркĕвĕнчи Пирĕштисен капеллине сăрăсемпе капăрлатса пĕтерет(1855-1861).

Монументлă ӳкерес ăсталăхра Делакруа Чĕрĕлӳпе 17-мĕш ĕмĕрĕн чаплă та мухтавлă ӳнерçисенчен кая юлмасăр пĕр шайра тăрать. Импрессионистсем ăна хăйсен юхăмне пуçăнтаракан тата хал паракан тесе шутланă.

Делакруа хăй хыççăн ÿнерçĕ ятне çех хăварман, унсăр пуçне вăл пултаруллă хайлавсене çырса хăварнă. Ку "Илемлĕх çинчен", Томас Лоуренс, Рафаэль, Микеланджело, Пюже, Рубенс, Прюдонпа Гро çинчен çыру-хăйлавсем.

Анчах та тахçанхи вăрах чир ăна ураран ÿкернĕ. 1863-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче, ирхи 7 сехетре Делакруа çут тĕнчерен уйăрăлнă. Хăй ыйтнипе ăна Парисра, Пер-Лашез масарĕнче пытарнă.

Курав речĕ

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Дневник Делакруа.М.,"Искусство",1950
  • Эжен Делакруа.Письма.СП-б.,"Азбука",2001
  • Эжен Делакруа.Мысли об искусстве.О знаменитых художниках.М.,"Издательство АХ СССР",1960

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет