Жан Огюст Доминик Энгр
Жан Огюст Доминик Энгр (фр. Jean Auguste Dominique Ingres, 1780-1867) — франс сăрă ÿнерçи тата ÿкерÿçи, пурте йышăнса илнĕ XIX ĕмĕрти Европари академизм юхăмĕн ертÿçи.
Доминик Энгр | |
Jean Auguste Dominique Ingres | |
Хăйĕн сăнарĕ, 1804 | |
Çуралнă чухнехи ят: | Жан Огюст Доминик Энгр |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1780 çулхи çурла, 29 |
Çуралнă вырăн: | Монтобан, Франци |
Вилнĕ вăхăт: | 1867 çулхи кăрлач, 14 (86 çулта) |
Вилнĕ вырăн: | Парис,Франци |
Гражданлăх: | , Франци |
Жанр: | сăн-пит сăнарĕ |
Стиль: | академизм |
Паллă ĕçсем: | «Турккă мунчи», «Венера Анадиомена» |
Викиампарти ĕçсем |
Пурнăçĕ
тӳрлетЖан Огюст Доминик Энгр 1780 -мĕш çулта, çурла уйăхăн 29 -мĕшĕнче Монтобанта, Францин кăнтăр-хĕвеланăç енче çуралнă.
Тулузари Ӳнер аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Ăна вĕренсе тухнă хыççăн Париса каять, унта 1797 -мĕш çулта, Жак Луи Давид ÿнер лаççине вĕренме кĕрет.
1806-1820-мĕш çулсенче Римра вĕренет те ĕçлет те, ун хыççăн Флоренцине пурăнма куçать, унта татах тăватă çул ирттерет. 1824-мĕш çулта Париса таврăнса сăрă ÿнер шкулĕ уçать.
1835-мĕш çулта каллех Рима таврăнать, Франци академин пуçлăхĕ вырăнне йышăнса ĕçлет. Вăл сĕрме купăсçă та пулнă.
1841-мĕш çултан пурнăçĕ тăршшипех Парисра пурăнать. 1867-мĕш çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче вилсе каять, ăна Парижри Пер-Лашез çăвинче пытарнă.
Пултарулăхĕ
тӳрлетКлассицизм юхăмĕнче Энгр хăйĕн вĕрентекенĕн Давидăн революциллĕ айккипе те, Кановăн консерватизмĕпе те килĕшмен; унăн курăмĕ Делакруан романтикаллă идеалĕнчен те уйрăм тăнă, çак япала юлашкипе çивĕч тавлашу патне илсе çитернĕ. Пуринчен те ытларах Энгра япаласен калăпăшĕ кăсăклантарнă, ку ăна вăл хăй умне лартнă тĕле ертсе пынă тата ÿкерекен япалан хăйнемайлăхĕпе çыхăнтарнă.
Энгр франс ÿнерĕн кун-çулне чаплă сăнарçă пулса кĕнĕ. Вăл çырнă сăнарсен шутĕнче Филибер Ривьерăн, унăн арăмĕн тата Каролина хĕрĕн, вĕсенчен юлашки чи паллăрах (виççĕшĕ те — 1805); Наполеон — пĕрремĕш консул (1803-04) тата ĕмпÿ (1806) сăнарĕсене; «Journal des débats» хаçатăн пуçлăхĕн, Луи-Франсуа Бертен (аслин), сăнарĕсене (1832) уйрăммăн палăртма кирлĕ.
Унсăр пуçне вăл пысăк программаллă пирсем çырнă: «Гомерăн триумфĕ», «Сăваплă Петĕре уççисем пани», «Людовик XIII тупи»; анчах, ку ĕçсене нумай вăй хурса тата пысăк ăсталăхпа тунă пулин те, вĕсен ăшлăхĕ хăй вăхăтри пурнăçăн пулса-иртнипе тачă çыхăнса тăман пирки (çак енчен вĕсем, тĕслĕхрен, Давидăн «Горацисем тупа туни» или «Сабин хĕрарăмĕсене вăрлани» ĕçсенчен уйрăлса тăраççĕ), вĕсене хăйне май эклектлĕхпе сивлеклĕх панă.
Энгр ĕçĕсем анлăн сарăлса чапа тухнă, «Вальпинсон одалиски» (1808) пек ĕçре çаппа-çарамас хĕрарăм сăнарсĕн хăйĕн ăнланăвне пурнăçланă, «Пысăк одалиска» (1814), «Венера Анадиомена» (1848). Анчах Энгр хăйне хăй «витлет», «Венера Анадиомена» ĕçри кĕлеткин хусканăвне «Çăлкуç» (1856) тата «Турккă мунчисем» (1863) ĕçсенче тепре хутлать. Юлашки ĕçĕ вăл тупнă çаппа-çарамас сăнарсĕн «ретроспективи» пулса тăрать; сăмахран, «Вальпинсон одалискисем» ĕçĕн умĕнчи кĕлеткине палласа илме пулать.
Энгр ÿнерçĕсенчен пĕрремĕшĕ ÿнер ыйтăвне ÿнер курăмĕн хăймайлăхĕпе хушса çыхăнтарнă. Çавăнпа та, классикаллă çулпа кайнине пăхмасăр, унăн ÿнерĕпе импрессионистсем (Дега, Ренуар), Сезанн, постимпрессионистсем (уйрăмах, Сёра), Пикассо тарăннăн кăсăкланнă.
Хайлавĕсем
тӳрлетСăрă ÿнер ĕçĕсем
тӳрлетӲкерчĕкĕсем
тӳрлет-
Никколо Паганини сăнарĕ
Вуламалли
тӳрлет- Энгр, Жан-Огюст-Доминик // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
Каçăсем
тӳрлет- Картины Жана-Огюста Доминика Энгра
- Статья на all-art.org 2014 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Энгр Жан Огюст Доминик. Картины 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. биография 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.