Агамемнон элчисем Ахиллес чатăрĕнче

Агамемнон элчисем Ахиллес чатăрĕнче (фр. Achille recevant les envoyés d'Agamemnon) — Жан Огюст Доминик Энгр çу-ӳнер хайлавĕ, 1801-мĕш çулта Рим парнине илме тивĕçнĕ, ку Энгра тăватă çуллăха Римри Франци Академине кайма май панă.

Жан Огюст Доминик Энгр
Агамемнон элчисем Ахиллес чатăрĕнче, 1801
фр. Achille recevant les envoyés d'Agamemnon
пир, çу сăрри.
Наци илемлĕ ӳнерĕн аслă шкулĕ, Париж

Халĕ вăл Парижри Наци илемлĕ ӳнерĕн аслă шкулĕнче упранать. Ӳнер ĕçĕ Гомерăн Илиадинче çутатса панă Троян вăрçи вăхăтĕнчи пулăма сăнарлать: эпир Агамемнон паллă паттăрпа килĕшӳне кĕме янă Одиссейа (хĕрлĕ тумли), Аякспа ватă çынпа, — Феникса куратпăр. Ахилл Патроклпа юнашар лирапа вылять.

Энгр «Элчисенче» композицине барельеф пек çĕнĕ классикаллă принципсем тăрăх ăсланă.

Ф. Конисби палăртнă тăрăх, «Элчĕсем» Энгрпа Давида яланлăхах уйăрса янă. Энгр Жак-Луи Давидăн пултарулăх лаçĕнче вĕреннĕ. 1801 çулта Энгр ĕçне, париж Салонĕнче кăтартнăскере, питĕ çӳллĕ сăмахсемпе мухтанă. 1802 çулта Флаксман, ĕçе курсан «ку хальхи франц шкулĕн чи чаплă ĕçĕ» тесе мухтанă. Çав сăмахсем Давида вĕчĕрхентерсе кĕвĕçтернĕ. Вара Давид çине тăнипе Энгр хăйĕн ĕçĕсене Салонта 1806 çулта тин кăтартма пултарайнă. Унсăр пуçне, патшалăх укçа-тенкĕ енчен йывăрлăха лекнĕ пирки Энгрăн Рима кайма пилĕк çула яхăн кĕтме тивнĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Condon, Patricia; Cohn, Marjorie B.; Mongan, Agnes. In Pursuit of Perfection: The Art of J.-A.-D. Ingres. Louisville: The J. B. Speed Art Museum, 1983. ISBN 0-9612276-0-5
  • Ternois, Daniel. Ingres, Paris, Fernand Nathan, 1980 (ISBN 2-09-284-557-8)