Лингвоцид (тӳррĕн - чĕлхене пĕтерни е глоттофаги), — ĕмĕртенпе хăйĕн ареалĕнче пулнă чĕлхене пĕтерес тĕлĕшлĕ администраци-политика, çаплах экономикăри мероприятисен комплексĕ. Геноцид терминпа танлаштарсан лингвоцид тĕнчери тивĕç-ирĕкĕн терминĕ мар. Термин авторĕ Ярослав-Богдан Рудницкий пулать, ăна пĕрремĕш хут 1967 çулта ăслăха кĕртнĕ[1].

Акăлчан чĕлхи корн чĕлхине 1300 тата 1750 çулсем хушшинче хĕссе кăларни.

Тĕслĕхĕсем

тӳрлет
  • Патшалăх йĕркеленĕ (институционаллă) ашшĕ-амăшĕрен ачана уйăрни. Тăван чĕлхене сыхлама пулмасть. Австралире аборигенсен ачисене ятарлă ача çурчĕсене янă. Унта акăлчанла кăна калаçнипе вĕсем тăван чĕлхене вĕренмен: Çухалнă ăру (Stolen generation).
  • Урăх чĕлхене патшалăх чĕлхине тăвасси. Тĕллевĕ: культура идентификацине туртса илесси. Тĕслĕхрен 3-мĕш райхра çакна сорбсене хирĕçле тунă. Латышсене, эстонсене хирĕçле 1948-1990 çулсенче.
  • Вăрçăра çĕнтернĕ хыççăн ют халăха куçса килме чĕнни. Халăха сахаллатас ĕç-пуç. Тĕслĕхсем: Корсикăра XX ĕмĕрте, Хавайа АПШ аннексилесен; Латви (1945-1990); Кăнтăр Тироль (1922-1960); Судет (1918-1938), Тибет.
  • Тăван чĕлхеллĕ шкулсем çукки, е тăван чĕлхепе вĕрентме чарни. Тĕслĕхсем: Турцире арамей чĕлхине вĕрентме чарнă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Австралири пур нимĕç чĕлхи шкулĕсене хупнă.
  • Чĕлхепе усă куракан ареала, вырăна пĕчĕклетни. Тĕслĕх: 1898 çулта Хавайа АПШ аннексиленĕ хыççăн.
  • Чĕлхепе калаçакансене вĕлерни. Тĕслĕхсем: Америкăри индиан вăрçисем. Австралире тасмансене вĕлерни.
  • Йăла-йĕркене пăрахăçлани. Тĕслĕхсем: индиансем, Австралири аборигенсем.

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ J.B.Rudnyckyj. Ukrainian Linguistics in Exile (1918-1984) // Papers in the History of Linguistics. Edited by Hans Aarsleff, L.G.Kelly, Hans-Josef Niederehe. (Amsterdam studies in the theory and history of linguistic science. Series III, Studies in the history of language sciences; v. 38.) — Amsterdam: John Benjamins Publishing Company, 1987. — P. 644.

Литература

тӳрлет
  • Hidley R. The Death of the Irish Language. — London — New York, 1990 [1]
  • Breton Roland. Linguicide et ethnocide: Pourqoui et comment tuer les langues? / Les minorites ethniques en Europe — Paris: L’Harmattan, 1993.