Лингва-франка
Ли́нгва-фра́нка (итал. lingua franca, «ирĕклĕ чĕлхе»).
- Пурнăçри пĕр ĕç-пуçĕнче этноссем (тĕрлĕ халăх) хушшинче çыхăнура усă куракан чĕлхе. Тĕслĕхсем: суахили е Африкăри хауса; часах лингва-франка ролĕнче пиджинсем пулаççĕ. Лингва-франкăна ытти ĕç-пуçра усă курма пуçлани ăна койне шайне çитерет.
- Хутăш (пиджинленĕ) чĕлхе. Вăтам ĕмĕрсенче европейсем арап тата турккă купсисемпе пер-пĕрне ăнланма йĕркеленнĕ (вĕсене Çывăх Тухăçра «франксем» тенĕ) чĕлхе; çаплах ăна тепĕр чух «сабир» (танл. лат. sapere — «ăнланма») тенĕ. Никĕсне итали тата провансаль лексики кĕнĕ, кайран испан, грек, арап, перс тата турккă чĕлхин сăмахĕсем хушăннă. XIX ĕмерченех усă курнă. Каярах «лингва-франка» палăртăва анлă, тĕнчери çыхăну чĕлхи евĕр, усă курма тытăннă.
Чăваш чĕлхи лингва-франка шутĕнче
тӳрлетЧăваш Енĕн Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче пурнакан чăвашсемшĕн тата тутарсемшĕн чăваш чĕлхи чăннипе чăнах та лингва-франка пулса тăрать. Авалтанпах пырать ку. Çав вăхăтрах ку роль, чăваш чĕлхин сумĕ чакнă май, хĕсĕнес туртăмсем те пур.