Ларионов Григорий Федотович

Ларионов Григорий Федотович (1905-1968), - Совет Союзĕн Паттăрĕ. Хĕрлĕ Ялавлă Балтика флочĕн 9 штурмлакан авиаци дивизин 7-мĕш гварди штурмлакан полкĕн штурманĕ,гварди подполковникĕ.

Ларионов Григорий Федотович
Çуралнă вăхăт 1905-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Гулькино Тутарстанăн Элмет районĕ районĕ Тутарстан РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1968–мĕш çулхи нарăсăн 29-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Кишинев Молдави
Пăхăнулăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Çар ăрачĕ авиаци
Хĕсмет çулĕсем 1928-1955
Хисеп
Подполковник
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Вăл Тутарстанăн Тутарстанăн Элмет районĕ Гулькино ялĕнче çуралнă. Чăваш. КПСС ретне 1930-мĕш çулта кĕнĕ.

Кун-çулĕТӳрлет

  • 1933 — Ленинградри артиллери шкулне пĕтернĕ
  • 1934 — Харьковри çар авиацин сăнакан летчиксен училищне пĕтернĕ
  • 1940 — Сывлăш çар инженер академине пĕтернĕ. 73-мĕш бомблакан авиаци полкĕн оперативлă разведка уйрăмне ертсе пынă.
  • 1941 — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Балтика флочĕн 1-мĕш гварди мина-торпеда авиаци полкĕн авиаци полкĕн штурманĕ. Тăшманăн карапĕсене, тинĕс çар базисене, боеприпассен управĕсене, çарĕсене бомбăланă. Каярах Балтика флочĕн 7-мĕш гварди штурмлакан полкĕнче çапăçнă.
  • 1944 — çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 05.11.1944 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ(№ 5043). Вăрçă вăхăтĕнче 250 хут тăшмкн çине вĕçнĕ.
  • 1945 — вăрçă хыççăн сывлăш çарĕнче хĕсметре тăнă.
  • 1955 — подполковник Ларионов запаса тухнă.

1968 çулхи нарăсăн 29-мĕшĕнче Кишинев хулинче вилнĕ.

ЧысĕсемТӳрлет

  • Ленин орденĕ
  • 2 Ленин орденĕ
  • 4 Хĕрлĕ Ялав орденĕ

Тăван ялĕнчи шкула ун ятне панă.

АсăрхавсемТӳрлет


ВуламаллиТӳрлет

  • Наши земляки — Герои Советского Союза. 3-е изд. Чебоксары, 1980.
  • Герои огненных лет. Книга 6. М.: Московский рабочий, 1983.
  • Герои Советского Союза — наши земляки. Книга 2. Казань, 1984.
  • Герои Советского Союза Военно-Морского Флота. 1937—1945. — М.: Воениздат, 1977
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
  • Буров А. В. Твои Герои, Ленинград. 2-е изд., доп. Л.: Лениздат, 1970.
  • Львов М. Л. Пароль-«Балтика». Калининград, 1985.

КаçăсемТӳрлет

  Ларионов Григорий Федотович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче

.