Кушак ути
Кушак ути (Valeriana officinalis L.) - нумайçуллă ӳсен-тăран Кушак ути (Valerianaceае) çемйине кĕрет. Тымарĕ 2-4 см, диаметрĕ 2 см, кантра евĕрлĕ нумай тымарлă, вăрăммăшĕ 20 см, диаметре 1-4 мм таран. Тымарĕ палăртуллă шăршăллă. Тӳрĕтăран туналлă, касăллă, цилиндрический, çӳлти çатăрккаллă, 2 м таран. Çулçисемтĕрлĕ тĕслĕ. Аялтисем — черешковые, çӳлтисем — лараканнисем. Чечекĕсем вĕтĕ, ыр шăршăллă, шурăран тĕксĕм таран, çип е çулăк евĕр çеçкеллĕ. Çимĕçĕ - шупка хăмăр е кĕрен тĕслĕ, тăрăхла çăмарта евĕр. 1000 вăрăн йывăрăшĕ 0,4-0,6 г.
Çутçанталăкра сарăлни
тӳрлетКушак ути Европăра, Азин варринче тата çурçĕнче ӳсет. СССР територинче тискер тĕсĕпе, Инçет Çурçĕрпе Вăтам Азин пушхирĕсем пуçсăр, пур çĕрте ӳсет. Кушак ути ту айăккинче, юханшыв çыранĕсенче, айлăмсенче, шурлăхсенче, вăрман хĕррисенче тĕл пулать. Часах пысăк чăтлăх пулса çитĕнет. СССР вăтам тата кăнтăр тăрăхĕсенче акса ӳстереççĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Подымов А.И., Суслов Ю.Д. Лекарственные растения Марийской АССР. — Марийское кн.изд-во.