Пушхир
Пушхир — тӳрем çийре вырнаçнă, сайра е пачах çуклă флорăллă, фаунăсăр (хăш-пĕр ятарлă тĕсĕсем çеç тĕл пулаççĕ) ландшафтăн тĕсĕ.
Пĕтĕмлĕ хаклăхĕПравить
Хăйăрлă, чуллă, тăмлă, тăварлă пушхирсем пулаççĕ. Уйрăм юр пушхирĕсем (Антарктидăпа Арктикăра — арктика пушхирĕ). Чи паллă хăйăр пушхир — Африка континенчĕн çурçĕр пайне йышăнса тăракан Сахара. Çавăн пекех пушă çĕрсем (çурма пушхирсем) тĕл пулаççĕ.
Пушхирсен классификацийĕПравить
Тăпра хаклăхĕпе пушхирсене темиçе тĕсе уйăраççĕ.
- хăйăрлисем
- тăмлисем —
- чуллисем
- тăварлисем
ÇутçанталăкПравить
ФлораПравить
ФаунаПравить
Çаплах пăхăрПравить
Пушхирти хуçалăх ĕçĕсемПравить
ЭкологиПравить
Цивилизацирен аякра пулнипе тата тăнăç климат тăнипе, пушхирсен хăй евĕр экологи системисем паянкуна та сыхланса юлнă. Хăшпĕр çĕршывсенче пушхир пайĕсене наци çутçанталăк упранăвĕсем шутне кĕреççĕ. Тепĕр енчен, пушхир çумĕнчи çын ĕçлĕхĕ (вăрмана касса кăклани, юхан шывсене пӳлни) пушхирсене сарса янă. Çĕрсем пушхирленсе кайни — паянкунхи чи хăрушăллă, пĕтĕм тĕнчеллĕ тата хăвăрт пулакан ĕç-пуçĕ шутланать. 90-мĕш çулсенче 3,6 млн га типĕ çĕр пушхирленме тытăннă. Çак хăрушăлăх çутçанталăкăн тĕрлĕ климатĕсенче, çапах уйрăмах шăрăх типĕ районсенче авăк утăмлать. XX ĕмĕрте йывăçсем лартса, шыв канавĕсене чавса пушхирсем сарăлса кайнине чарма пикеннĕ. Çавах та çĕр пушхире тухса пыни тĕнче экологин чи вичкĕн пулăмĕ шутланать.