Кунашка (юханшыв)
Кунашка — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Устан сулахай юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв çăлкуçĕ Уста ятлă ялтан çичĕ çухрăм кăнтăралла вырнаçнă. Уста шывĕпе Туманур ятлă ял çывăхĕнче пĕрлешет. Ытларах пайĕпе çурçĕрелле юхать.
Кунашка юппийĕсем вуннă ытла, пысăккисем çук. Пĕр вырăнта шывне пĕвеленĕ.
Юханшыв ытларах пайĕпе вăрман урлă юхнăран ун хĕрринче çын сахал пурăнать. Икĕ ял вырнаçнă: Уста, Çĕнĕ Кунаш (пушă ял).